Анатолий Иголкин /литературăри псевдонимĕ – Арлановский/ Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕ учительте ĕçленĕрен-и – вĕренÿ патне туртăм питĕ пысăк пулнă унăн: тĕрлĕ çулсенче Шупашкарти автошкулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Ижевскри механика институтĕнче, Удмурт патшалăх университетĕнче, аспирантурăра пĕлÿ илнĕ.
Вăл Шупашкарти «Чувашкабель», груз турттаракан автотранспорт предприятийĕнче ĕçленĕ хыççăн комсомол путевкипе В.И.Чапаев ячĕллĕ дивизире /1969-1971/ çар службинче тăнă.1977 çулта Ижевскри проект институтĕнче ĕçлеме пуçласан вăл инженери енĕпе тĕрлĕ должноçа «астивнĕ». Каярах генеральнăй директор çумĕ таран çĕкленнĕ. Икĕ рационализаторла сĕнÿ авторĕ.
Ентеш хăйне общество ĕçĕнче те кăтартма пултарнă.1993 çултанпа Удмуртири «Чăваш наци центрĕ» обществăлла организацие ертсе пырать. Вăл пуçарнипех чăваш ялĕсенче «Çеçпĕл», «Шурă акăш» фольклор ушкăнĕсем йĕркеленĕ, çулсерен чăваш чĕлхи кунне, Акатуй, Кĕр сăри тата ытти уявсене анлăн паллă тăваççĕ.
Анатолий Леонидович 2014 çулта Г.Вочкановăпа «Живое дыхание земли» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Елчĕк ачи «Чуваши в удмуртском крае» кĕнеке авторĕ те.
А.Иголкин – Чăваш наци конгресĕн Мăн Канаш, Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн, Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысланă. Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Альберт Канаш, Алексей Талвир, Пайдул Искеев ячĕллĕ премисен лауреачĕ те вăл.