Ытла та тĕксĕм, йĕппе куçа чышсан та нимĕн те курăнмасть кĕрхи тĕттĕм каç. Кунĕпе çеç мар, çĕрĕпех лÿшкет сивĕ çумăр.
Нихăçан чарăнма пĕлмест тейĕн ăна, витререн тăкнă пек тăкать. Уй-хирти тырри-пуллине, пахча çимĕçе хранилищĕсене кĕртсе хунă ĕнтĕ. Анчах çĕрулмипе выльăх кăшманне пуçтарса кĕртеймен-ха. «Уй-хир пики» те хирĕ-хирĕпе тăсăлса ларать. Çавăнпа та ял ĕçченĕн ыйхă килмест. Паян вара тем пулнă, çумăр ыйхине путнă тейĕн, тăван ялăм лăпкă тĕлĕрет. Çурçĕр çитрĕ. Акă Аялкасри Шуринсен килĕнче электричество лампочкисем çуталса кайрĕç. Часах пĕр хут чÿрече витĕр хăр-хар калаçнă, хытă кăшкăрнă сасă илтĕнме пуçларĕ.
– Кĕрсе вырт та çывăр. Мĕн ахрашса çÿремелли пур, – тет лăпкă сасăпа амăшĕ аран-аран ура çинче тăракан, çи-пуçĕ пылчăкпа вараланнă ывăлне вырăн сарса панă май.
– Çу-ук, халех çывăрмастăп-ха эпĕ. Ăçта манăн купăс?! – ахăрать урмăшнă Гера.
Паян текех çывăрасси пулманнине ăнланчĕ амăшĕ. Каллех ирччен купăс калать ĕнтĕ. Ашшĕпе амăшĕн вара вăл каланă кĕвĕпе ташламалла. Ташламасан – асать. Иртнинче те таçтан муртан ÿсĕр таврăнчĕ те ывăлĕ çĕрĕпех çывăрттармарĕ. Сĕтел-пуканне те ватса пĕтерчĕ, тирĕк-кашăкĕ картишнелле сирпĕнчĕ, ашшĕпе амăшĕн шăм-шакки те самаях кăвакарчĕ. Уйăха яхăн ыратрĕ вĕт ватă çынсен ÿт-пĕвĕ.
Кĕрхи тутлă ыйхăллă каçа сирĕлтерсе янăрать ташă кĕвви Аялкасра. Шуринсен килĕнче ĕçкĕ е туй кĕрлет тейĕн. Çав тери хитре калать тата вăйăçă купăсне. Сасси чуна тыткăнлать. Темле кĕвĕ те пĕлет Гера: чăвашла, вырăсла, тутарла… Калать, калать те купăсне, тăруках чарăнать. Мĕн пулчĕ-ши? Вырăн çинчи ашшĕне сĕтĕрсе тăратать иккен ывăлĕ.
– Миçе хут каламалла сана ташла тесе, атту лекет акă, – тет вăтăртан тин çеç иртнĕ арçын хĕрÿленсе.
Ашшĕн вырăн çинчен тăрас килмест. Ывăннă вăл кунĕпе чăпăркка йăтса, ĕне-сурăхсене хăваласа. Ялти кĕтÿçĕ вăл. Çапах та тăратрĕ-тăратрех Коля пиччене ывăлĕ. Каллех ташă кĕвви каларĕ купăсçă. Явруç аппапа Коля пичче çĕр варринче ывăлĕ каланă кĕвĕпе, аялти кĕпе вĕççĕн ташлама пуçларĕç. Пĕр-икĕ çаврăм турĕ пулĕ амăшĕ, ахаль те пуç ыратнипе аптăраканскер, часах урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Куçĕ хуралса килчĕ унăн, вăй-халĕ чакрĕ.
Ашшĕпе амăшĕ ташлама чарăннипе Гера та хуткупăсне калама пăрахрĕ. «Киккирикне хĕретнĕ» арçын çуйхашни çеç илтĕнчĕ. Пÿртре нăйкăшнă, кăшкăрнă сасăсем чĕрене ыраттарчĕç. Чÿречерен ватă çынсене ывăлĕ алăпа хăмсарни те лайăхах курăнать. Коля пиччепе Явруç аппа ывăлĕн патакне пĕрре мар тÿснĕ-ха, анчах никампа та калаçман. Ара, мухтанмалли япала мар-çке. Кÿршĕ-аршă юлашки вăхăтра Герăн çухăрашăвне пĕрре мар илтнĕ пулсан та çынна шарламан. Темĕн те пулать пурнăçра, хăйсем малашне мĕн курассине кам пĕлет? Вĕсен ачисем пĕчĕк-ха, ÿссен мĕнле пулĕç? Шуринсен ачисем те ялта хисепреччĕ. Кам шутланă эрех ĕçсен Герăн ĕçки хаяррине.
Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ Шуринсем. Ĕлĕкхи пек арçынсене çĕр уйăрса парас пулсан, вĕсем пек пуян çынсем пулмастчĕç те пулĕ ялта. Пиллĕкĕшĕ те ывăл. Аслисем виççĕшĕ Воркута хулинче пурăнаççĕ. Çемьеллĕ. Кашни çулах çу уйăхĕсене ялта ирттереççĕ. Пысăк укçа-тенкĕ илеççĕ вĕсем Çурçĕрте. Ачисем пулăшнипех иртнĕ çул çĕнĕ çурт хăпартрĕç. Карчăкпа старик çеç пурăнатчĕç-ха килте кăçалччен. Халĕ кĕçĕн ывăлĕ, Гера, арăмĕпе уйрăлнăскер, килне таврăнчĕ. Пуçланчĕ вара ватăсемшĕн ахăр самана. Мускавра пурăнатчĕ Гера çемйипе. Вырăс хĕрарăмĕ, пĕр ача пур пулсан та, ĕçке ернĕ арçынпа пурăнма шутламан, хăваласа кăларса янă.
Чăн та, пĕрре пăхма çав тери маттур арçын Гера. Пĕвĕ-сийĕ яштака. Ялта туй пырать-и, салтак ăсатаççĕ-и, ĕçкĕ-çикĕ-и – унсăр иртмен уяв. Ун чухнех эрехе аяккинелле пăрса ямастчĕ çав вăл. Шкул пĕтерсенех Мускава Герман пиччĕшĕ патне тухса кайрĕ. Автозаводра ĕçлет тенине илтнĕччĕ ăна. Халĕ вара Гера çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн: сăн-пичĕ лÿчĕркенсе пĕтнĕ çÿхе хут пек пĕркеленнĕ, ÿт-пĕвĕ çинчи тумтирĕ çакăнса тăрать, пĕрре те вăтăртан каçнă арçын теме çук ăна. Вуçех старике çаврăннă. Эрех çапла тăвать пулĕ çав этеме.
…Ирхине Явруç аппана «Васкавлă пулăшу» машинипе район больницине илсе кайрĕç. Мухмăр-сухмăрпа аптăрамасть иккен Гера. Амăшне шурă халатлă çынсем илсе кайсанах ура çине тăчĕ. Урайĕнче выртакан кашăк-тирĕк ванчăкĕсене, пылчăклă кĕпепе шăлаварне пуçтарчĕ, картишĕнче аппаланчĕ. Çумăр хытах çунине пула сухалама каймалла мар. Çĕрле мĕн пулса иртнине аса илме тăрăшрĕ вăл: çук, нимĕн те астумасть. Чылай ĕçнĕ çав ĕнер çав хаяр шĕвеке ялти хусахсемпе. Диван çинче купăс сапаланса выртать. Нивушлĕ купăс та тытнă эпĕ? Çук, çук пулĕ, мĕне кирлĕ мана çĕрле хуткупăс? Кĕтÿ каймасть иккен паян. Ашшĕ пÿрте кĕчĕ. Ывăлĕ диван çинче пуçне чиксе ларнине курсан, ĕнер мĕн пулса иртнине каласа пачĕ. Тилмĕрсе каçару ыйтрĕ ывăлĕ ашшĕнчен.
– Аннÿ каçарĕ-и? Ăна шелле. Эпĕ халĕччен алă çĕклемен ун çине. Эсĕ вара? – терĕ те Коля пичче кайри пÿлĕме тухрĕ. – Кама пăхнă эс, пирĕн йăхра çапăçакан, ахăрашакан çын та çук-çке.
Ашшĕн сивĕ, çапах та тĕрĕс сăмахĕсем шухăша ячĕç Герăна. «Аннерен каçару ыйтмалла. Вăл каçарсан текех çăвара пĕр тумлам та ямăп çав «симĕс çĕлене». Халех анне патне больницăна каяс. Унтан – Шупашкара, наркологи диспансерне. Усал чиртен сывалсан, тен, юратнă арăмпа пĕчĕк Сергей те йышăнĕç каялла», – çакăн пек шухăшпа Гера таса çи-пуç тăхăнчĕ те автобус чарăнакан вырăна утрĕ.
Валентина КИРИЛЛОВА.