Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Ларура наркотикпа çыхăннă республикăри лару-тăрăва тишкернĕ, наркомани хăрушлăхне сирес тĕллевпе сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿ сферинче йышăннă мерăсене сÿтсе явнă, тĕрлĕ ведомство пĕрле пурнăçламалли ĕçсене палăртнă.
Иртнĕ çул наркотиксен çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене сахалрах регистрациленĕ пулин те /1040 тĕслĕхе шута илнĕ/ республикăра асăннă сферăри лару-тăру çивĕч. Ку енĕпе Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере ĕç-пуç çăмăл мар.
Республика Пуçлăхĕ влаçăн мĕн пур шайри сыпăкĕсен çивĕчлĕхе ÿстерес енĕпе çине тăрса, профилактика органĕсен вăйсене пĕрлештерсе пĕр тĕллевпе ĕçлемеллине палăртнă.