Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи хаклă çын

Чи хаклă çын

Анне — мĕнле çепĕç те ырă сăмах. Çак сăмахпа кашни çын хăйĕн амăшне юратса тата хисеплесе чĕнет. Мĕн тери телейлĕ-ха эпир аннен ăшшине туйнăран.

Манăн анне — Надежда Мешкова. Вăл мана ăнланакан, маншăн тăрăшакан çĕр çинчи чи ырă та лайăх çын. Кашни ир пире хăйĕн çепĕç сассипе тутлă ыйхăран вăратать, ачашлать. Мĕн тери çепĕç те кăмăллă унăн кулли.

Пире — виçĕ тĕпренчĕкне тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшать, кирлĕ канаш-сĕнỹпе пулăшать. Асаттепе асаннепе те çепĕç вăл, шăкăл-шăкăл калаçать вĕсемпе. Çавăнпа та килте ăшăлăхпа килĕшỹ хуçаланать. Алли те ылтăн аннен. Тума пĕлмен ĕç çук унăн, алли-ури çыпăçуллă.

Анне район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕнче бухгалтерта тăрăшать. Хăйĕн тăрăшулăхне пулах ĕçтешĕсем тата ертỹçĕсем хисеплеççĕ ăна, ырă ĕçĕшĕн тивĕçнĕ хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем те сахал мар. Аннерен тĕслĕх илмелли пурах. Вăл ГТО нормативĕсене те тивĕçлĕ пурнăçласа пĕрремĕш разряда тивĕçме пултарчĕ.

Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, манăн анне те хăйĕн чун-чĕре ăшшипе пире çупăрлать. Унăн ăшă çуначĕ айĕнче эпир пĕр шиксĕр, пĕр хăрамасăр ỹсетпĕр.

Егор МЕШКОВ,
7-мĕш класс. Аслă Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code