Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шкулта – юсав ĕçĕсем

Шкулта – юсав ĕçĕсем

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта çу уйăхĕн вĕçĕнчех юсав ĕçĕсем пуçланнă.

Кунта Б.Матвеев ертсе пыракан «Партнер» сахал яваплă общество строителĕсем 1520 тăваткал метр йышăнакан шкул çурчĕн тăррине çĕнетме пикеннĕ. Асăннă ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 2 миллион та 450 тенкĕ уйăрнă. Палăртнине ăстасем çурла уйăхне кĕриччен вĕçлесшĕн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code