Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрату вăй парать мăшăра

Юрату вăй парать мăшăра

Кушкăри Калмыковсем – Василий Ивановичпа Ирина Георгиевна – хисеплĕ çемьесен йышĕнче. Ял халăхĕн ăшă та ырă сăмахĕсене вĕсем ĕçри хастарлăхĕпе, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса анлă çул çине кăларнипе çĕнсе илнĕ.

Хальхи вăхăтра хăйсен аллипе хăпартнă пилĕк стеналлă пысăк йывăç çуртра иккĕшех кун кунлаççĕ. Хĕрĕсемпе ывăлĕсем тĕп киле тăтăшах килсе çÿреççĕ. Килеймен чухне те ашшĕпе амăшĕн сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Çулла вара пÿрт ачасен сассипе илемлĕн янăраса тăрать: мăнукĕсем хăнана килнĕ. Кукамай, асанне, кукаçи, асатте ятне илтнĕ ватăсем вĕсемпе кун иртнине сисмеççĕ.

Савăнаççĕ Калмыковсем тăхăр мăнукĕпе, 6 кĕçĕн мăнукĕпе. Ара, йăх-несĕл йывăççи туратлансах пырать-çке.

52 çул ăнланса, юратса пурăнакан мăшăр пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулса тăраççĕ. Кирек мĕнле йывăрлăхра, ватлăхра чир-чĕрĕ те çаклансах тăрать-çке, мăшăра юрату вăй парса, пулăшса тăрать, пурнăç çине ыррăн пăхма хистет.

Василий Ивановичăн ачалăхĕ хăйĕн тантăшĕсенни евĕрех, çăмăл килмен. 1940 çулта кун çути курнăскер ачаранах уй-хирте пилĕкне авнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн кĕтÿ кĕтнĕ, скотникра тăрăшнă. Ун хыççăн тракториста вĕренсе тухнă. Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă вăл. Унтан таврăнсанах малтанах ДТ-75 тракторпа, каярахпа тĕрлĕ техникăпа чылай çул ĕçленĕ. Хуçалăх ертÿçисен тавне тивĕçнĕ механизатор тăван уй-хирте çанă тавăрса вăй хунă çулсене ытарлăн аса илет. Чăннипех юратать вăл тăван тăрăха.

Ирина Георгиевна вара вун-вун çул ферма сукмакне такăрлатнă. Дояркăра тÿрĕ кăмăлпа, хастарлăхпа вăй хунăшăн панă парнесемпе Хисеп хучĕсем унăн та мăшăрĕнчен кая мар.

Калмыковсем пилĕк ача ÿстернĕ. Светлана – чи асли. Вăл районти тĕп больницăра медицина ĕçченĕ пулса тăрăшать. Галинăпа Аленăшăн Çĕнĕ Шупашкар тăван хула пулса тăнă. Вĕсем унта хăйсем юратса алла илнĕ профессисемпе тăрăшаççĕ: пĕри радиотехник, тепри – педагог. Владикпа Сергей те аппăшĕсем пекех ятарлă, аслă пĕлÿ илнĕ. Шупашкарта хунав янă.

Малашлăха ырă куçпа тинкерекен Василий Ивановичпа Ирина Георгиевна кÿршĕ-аршăпа, тус-тăванпа шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Çамрăксем сĕнÿ-канаш ыйтма пырсан та ырă сăмахпа пулăшаççĕ. Район пурнăçĕнчен тăрса юлас мар тесе «Елчĕк ен» хаçата çырăнса илеççĕ, ăна юратса вуланине хыпарлаççĕ.

В.ВАНЮШКИНА.

Сăн ÿкерчĕкре: Калмыковсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code