Хамăр пурăнакан ялпа урама, çывăхри вырăнсенчи тăван тавралăха тирпейлĕхпе хăтлăх кÿрес тĕллевпе йĕркелекен çуркуннехи-çуллахи тапхăрти черетлĕ эрнери экологи канашлăвĕ Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пулса иртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ял тăрăхĕсемпе райадминистрацин пай пуçлăхĕсемпе пĕрле çитес тунтикун та Аслă Таяпара тĕл пуласси çинчен аса илтерчĕ. Мĕншĕнне те ăнкаратпăр: районăн ĕç кăтартăвĕсене ял тăрăхĕсене пуçтарăнса пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ, кăçал вара черет – Аслă Таяпара. Пысăк ушкăна – хăнасемпе мĕнпур шайри ертÿçĕсене, депутатсене, районти актива тивĕçлипе кĕтсе илес – пите хĕретес мар тесен çак вăхăтчен /пĕр уйăхра!/ нумай ĕç пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Кашни самант пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Чи пĕлтерĕшли тата капашсăр пысăк ĕç вăл – культура çуртне тĕпрен юсаса хатĕрлесе çитересси. Сăмах май, Чăваш Республикинче ятарласа çирĕплетнĕ программăпа килĕшÿллĕн юлашки çулсенче культура учрежденийĕсене модернизацилесси, вĕсенчи пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак майпа усă курса пирĕн районта та культура çурчĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕнелсе улшăннине курса тăратпăр. Кăçал вара Аслă Таяпари, пĕр харăсах Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕсенче пысăк юсав ĕçĕсене йĕркелесе янă. Çак тĕллевпе вĕсене патшалăхран 1,5 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Апла пулсан, паянхи тĕп тĕллев вăл – пÿрнĕ нухратпа туллин те тухăçлă усă курасси. Унсăр пуçне, çитес вăхăтрах район центрĕнчи культура çуртне 265 пин тенкĕлĕх музыка оборудованийĕ кÿрсе килмелле.
…Аслă Таяпа ялне пăрăнса кĕрекен çул хĕрринчи лаптăксене «Прогресс» АХО арендăна илнĕ, унта тыр-пул акса хăварнă. Çак вăхăтчен вăл çирĕп вăй илме ĕлкĕрмелле – шыв пек кашласа лармалла. Анчах мĕн пур çын иртсе çÿрекен вырăнти çак анасенчи калчасем пит имшеркке çитĕнеççĕ, вĕсем çум курăк ăшне те путнă. Яла пуçласа килсе куракан мĕн калĕ? Иртнĕ ырă вăхăтри К.Маркс ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн автопарк территорийĕнчи тайлăк хапха-карта, юхăннă кĕлет-склад, управ тĕлĕнчен те куçсене хупса иртме пулмарĕ – хуçалăх саланнине, арканнине каламасăрах ăнланса илме пултарĕ кирек кам та. Хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăюлăхпа теветкеллĕх çитерекен çынсем кунти хăш-пĕр объекта çĕр лаптăкĕпе пĕрле харпăрлăха та илнĕ. Апла пулин те, вĕсене юсаса йĕркене кĕртесси çинчен аса илмеççĕ тейĕн, йĕри-тавра çум курăк та алхасать. Алексей Мышкинăн вĕлтĕрен, çум курăк ăшне путнă ял хуçалăх техники те çул хĕрринчен тÿрех куçа курăнать. Çывăхрах – авалхи хулаш вырăнĕ. Чăн-чăн ĕлĕкхилле – çав вăхăтри пек йывăç-хăмапа усă курса ăсталанă хапха çĕрĕшсе тайăлнине те, паллах, пурте асăрхаççĕ. Çамрăксем пурăнакан çĕнĕ урамри çурт-йĕр аякранах пĕринчен пĕри хăтлăрах курăнса ларать. Анчах хăшĕ-пĕри тĕлли-паллисĕр сапаланса выртакан хăйăр-чул купине тата ытти ăпăр-тапăра курмасть, тейĕнех. Е тата: хăш кил-çурт умне ан çит – автомашина-трактор кустăрми йăваланать – илемлех те, кăмăллах та мар. Нумай çын унпа тĕллевлĕн те усă курма пĕлет. Хирĕçех – Тĕп урам. Кунта çын пурăнман, хупăннă çуртсем темиçе те. Çакă ял ватăлса пынин палли – чĕрене ыраттармалли пулăм. Кунта та кирлĕ мар çĕртенех çапкаласа тăратнă хÿме-картана, кирпĕч-чул куписене, Симен ĕмĕрĕнчи – тахçан çÿретме пăрахнă кивĕ автомашинăпа ытти техникăна урама – çын куçĕ умне кăларса лартнă. Нушапа çÿремелли вырăна, уйрăм çын усă куракан ял хуçалăх техникине врач амбулаторийĕн чÿречисене хирĕçлех вырнаçтарни те килĕшÿсĕр пек туйăнмасть-и?
Çула май, танлаштарма тенĕ пек, Тăрмăш ялне кĕтĕмĕр. Вилнисене асăнмалли – Çимĕк тата Троица уявĕсен тĕлне те пĕтĕм çын масар çине утакан урамри çула çум курăкран, вĕлтĕренрен тасатма ерçейменнинчен тĕлĕнмелле. Апла пулин те Леонард Левый хальхи вăхăтра Тăрăм ял тăрăхне кĕрекен мĕн пур ялта вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене тивĕçлĕ шайра тытса пыма пултарнине, çÿп-çапа çырма пуçне тăкакансене «тăн» кĕртес тĕлĕшпе хăйсене майлă йышăну çирĕплетме пултарнине, масарсене йĕркене кĕртес ĕçе те, пĕтĕмĕшле илсен, лайăх йĕркеленине палăртрĕ. Хĕрлĕçыр ялĕ пирки анчах çакна калаймăн. Пысăк йывăçсен айне пулнă масар çывăхне пыма хăрушă.
Светлана АРХИПОВА.