Пятница, 28 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инвестици климатне лайăхлатмалла

Инвестици климатне лайăхлатмалла

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере республикăри предпринимательсемпе ирттернĕ ĕçлĕ тĕл пулура инвестици климатне лайăхлатасси пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.

Инвестицисене илĕртес енĕпе Чăваш Ен 2015 çултанпа чи лайăх 15 регион йышне кĕрет. Наци рейтингĕпе килĕшÿллĕн кăçал республика 11-мĕш вырăн йышăннă. Çак çитĕнÿсенче, паллах, предпринимательсен тÿпи пысăк.

Михаил Игнатьев вĕсене пулăшас енĕпе малашне тата тăрăшса ĕçлеме кирлине палăртнă. Кăçал «Манăн бизнес» центр ĕçлеме пуçламалла. Унта предпринимательсене бизнес-плансем тума пулăшаççĕ, консультацисем параççĕ тата ыт. те.

Предпринимательсем хăйсем енчен те тĕрлĕрен ыйтусем хускатнă: тĕрĕслекен органсемпе çыхăнса ĕçлесси, кредитсем илесси, çĕрсене регистраци тăвасси, ăс-хакăл харпăрлăхне хÿтĕлесси, налуксене чакарасси, Чăваш Енре туса кăларакан продукцие ют çĕршывсене сутасси çинчен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code