Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Алина çĕнтернĕ

Республикăра почта ĕçченĕсен спартакиади иртнĕ. Унта 80 ытла çын хутшăннă.

«Раççей почтин» Чăваш Енри филиалĕн пуçлăхĕ Владимир Тимофеев палăртнă тăрăх, почтăра ĕçлекенсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма тăрăшаççĕ. Хальхинче вĕсем мини-футболла, волейболла, сĕтелçи теннисла, шахматла вылянă, çăмăл атлетика эстафетинче, тĕрлĕ дистанцире чупас, ишес, кире пуканĕ йăтас, ГТО нормисене пурнăçлас тĕлĕшпе тупăшнă.

Хĕрÿ тупăшусенче Елчĕксем те маххă паман. Тăрăмри Алина Егорова почтальонка 400 метрлă дистанцире чупса мала тухнă.

Вилнисене манмаççĕ

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче масарсене тирпейлĕ тытассине тĕп вырăна хураççĕ, тăтăшах экологи субботникĕсем йĕркелеççĕ.

Çак кунсенче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солин пуçарăвĕпе Кармал ялĕнче пурăнакансем кивĕ масар территорине тирпейлеме тухнă. Масарти çÿп-çапа тасатнисĕр пуçне юрăхсăра тухнă кивĕ çурта пăснă. Кунта Николай Горшковпа ял çыннисем пысăк пуçарулăх кăтартнă. Сăваплă ĕçе йышлăн хутшăннă, кунта çывăх тăванĕсем канлĕх тупнă-çке вĕсен.

Ял çыннисен малашлăхри тĕллевĕ – кивĕ масара сетка-рабица тытасси.

Сиенлĕ йăласене хирĕç

Паян, пĕтĕм тĕнчери наркотикпе кĕрешмелли кун, Шупашкарти Иван Яковлев скверĕнче фестиваль иртет.

Ăна кăçалхипе улттăмĕш хут ирттереççĕ. Паллă спортсменсем, ташă ăстисем ăсталăх класĕсем кăтартаççĕ. Наркологи диспансерĕн ĕçченĕсем диагностика туса наркотик хутăшĕпе алкоголь пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Сывлăх центрĕн специалисчĕсем консультацисем йĕркелеççĕ.

Районти тĕп больницăри волонтерсем тĕрлĕ организацисенче пулса тĕл пулусем ирттереççĕ. Участок врачĕ У.Бекмуратов районти çамрăксемпе тĕл пулнă, наркотиксен сиенĕ пирки тухса калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code