Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта нумай çул ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре тимленĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, халĕ тивĕçлĕ канури Людмила Пантелеймоновна Турхан вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ умĕнче, чăннипех, пысăк хисепе тивĕçнĕ çын. Вĕсем ăна манмаççĕ, яланах куç тĕлне тăваççĕ.
1957 çулта Çĕнĕ Пăва ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă вăл. Мĕн пĕчĕкрен вĕрентекен пулма хăй умне тĕллев лартнăскер, шухăшне пурнăçа кĕртме те пултарнă.
Çĕнĕ Пăва шкулĕ çав çулсенчех районти ытти шкулсемшĕн мĕн пур енĕпе тĕслĕх пулнин вăрттăнлăхĕ мĕнре? Ят-сум, паллах, педагогика коллективĕ пĕр чăмăра пĕрлешсе тимленипе килнĕ. Пĕрре çĕнсе илнĕ хисепе вара вĕсем çак вăхăтченех çÿлте тытаççĕ – малашлăхшăн, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парассишĕн тăрăшса хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хываççĕ. Хăй вăхăтĕнчи тăрăшуллă вĕрентекенсенчен пĕри шăпах математика тата физика предмечĕсене ăса хывма пулăшнă Людмила Турхан. Çĕр çинчи нумай профессирен ахальтен мар вĕрентекен ĕçне суйласа илнĕ вăл. Çакăн пирки сăмах пуçарсан çапла аса илет: «Атте хăй учитель пулма ĕмĕтленни пирки, анчах пĕтĕм ĕмĕте ылханлă вăрçă татнине – парта хушшинченех фронта тухса кайма тивни çинчен каласа кăтартни мĕн ачаран манăн чун-чĕрене кĕрсе вырнаçнă. Вăл хăй ĕмĕтне пурнăçлайманнипе-ши, пире мĕн пĕчĕкрен вĕренме хистесе тăратчĕ. Эпир çемьере улттăн пĕр тăван ÿснĕ, анчах учитель ĕçне кăмăллаканĕ эпĕ кăна пулнă».
Ашшĕ ĕмĕтленнĕ çулпа утма шутланă хĕр ачана юратнă учителĕ Виссарион Иванович Микихин нумай пулăшнă, хавхалантарнă. Математика урокĕсене кашни хутĕнче хаваспа кĕтнĕ вăл, 9-10-мĕш классенче педагогика институтне – физикăпа математика факультетне вĕренме кĕме çирĕппĕнех шухăш тытнă. 1978 çулта кĕтнĕ диплома алла илсенех Людмила Пантелеймоновна тăван шкула таврăннă. Малтанхи виçĕ çулне директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшнă. Шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланине кура ун хыççăнах завуч пулма çирĕплетеççĕ – 19 çул пĕр улшăнмасăр çак тивĕçе пурнăçланă вăл. Паллах, пĕр вăхăтрах математика тата физика урокĕсене те ертсе пынă. 1998 çултан пуçласа вара хăйĕн тĕп предмечĕсене анчах вĕрентнĕ. Тата ытларах та яваплăх ыйтакан çак ĕçе çамрăксене шанса пама вăхăт çитнине ăнланнă вăл – дирекци те унăн шухăшĕпе килĕшнĕ.
Пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă вĕрентекеншĕн кунти кашни самант асра, куç умĕнче.
– Ĕлĕкхипе танлаштарсан, паянхи шкулăн сăн-сăпачĕ пачах урăхла. Эпĕ пуçласа йывăç çурта ĕçлеме килтĕм. Классенче çил вĕрнине халĕ те астăватăп. Хĕллехи вăхăтра доскана йĕпе татăкпа шăлса илсен пăрланса ларатчĕ. Ачасен аллисем шăнса хытнăран, хут çине çырайми пулатчĕç. 1985 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче вара кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă капмар та хăтлă çĕнĕ çурта куçрăмăр. Халĕ кашни класра компьютер, вĕренÿ тытăмĕнче ытти çĕнĕ технологисемпе те анлăн усă кураççĕ. Уроксене самана кÿнĕ çĕнĕ меслетсемпе усă курса ирттерме пÿрнĕшĕн те шăпана тав тăватăп.
Шкул ятне çĕклекенсем – вĕренекенсем. Вĕсем кашни хăйне майлă пултаруллă. Вĕрентекенĕн вĕсенчи паха енсене вăхăтра асăрхама, курма пĕлмелле, малалла аталанма пулăшмалла.
Л.Турхан район шайĕнче йĕркелесе ирттерекен «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурса та пĕр хутчен анчах мар хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Апла пулин те чи хакли, чун-чĕрене канăçлăх кÿрекенни, Людмила Пантелеймоновна шучĕпе, ачасем вăл ертсе пыракан предмета шкул саккинченех юратса вĕренни тата хăйсен çул-йĕрне çак сăваплă профессипе çыхăнтарни. Çакă вара тĕлĕнмелле пысăк савăнăç пекех, вăл ĕмĕрлĕх унăн чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнă.
Л.ВИКТОРОВА,
ĕç ветеранĕ.
Çĕнĕ Пăва ялĕ.