Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наградăсене тивĕçрĕç

Наградăсене тивĕçрĕç

Раççейри Волонтер кунне паллă тунă кун Канаш хулинче хăй ирĕкĕпе пушара хирĕç кĕрешекенсене савăнăçлă лару-тăрура чыслассипе пысăк уяв пулчĕ.

Пушара тата ытти инкеке хирĕç кĕрешес ĕçре профилактика ĕçне тивĕçлĕ пурнăçланăшăн ырă ята тивĕçнисен хушшинче пирĕн районти волонтерсем те пур. Григорий Яшин /Кÿлпуç/, Валерий Московский /Вăрăмхăва/, Людмила Смирнова /Тип Тимеш/, Светлана Агеева /Елчĕк/ МЧСăн республикăри тĕп управленийĕн тата Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code