Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă

Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă

1944 çулхи юпа уйăхĕ ытти çулсенчен нимпе те уйрăлса тăман. Тĕксĕм пĕлĕт витĕр хĕвелĕн вăйсăр пайăркисем çĕр çине сайра-хутра ỹкнĕ. Кĕрхи çумăра пула лỹшкеннĕ çĕр пичĕ урана туртса илейми пылчăка çаврăннă. Хĕвел анăçĕнчен вĕрекен сивĕ çил çынсен кĕлеткисене кăна мар, чунĕсене те çỹçентернĕ. Çак уйăхăн пĕр кунĕнче Çирĕклĕ шывĕн хĕррипе вырнаçнă Анаткас урамĕнче салтак юрри янраса кайнă. Тăваттăмĕш çул пыракан хаяр вăрçă вăхăтĕнче ăна илтме хăнăхнă-ха ял çынни, анчах хальхинче салтак юррине хĕрсем юрланă. Вĕсем ĕлĕкхи йăла-йĕркепе Мария Смирновăна салтака ăсатма пуçтарăннă. Çак кун вăл тутăр сулласа ял-йышпа сыв пуллашнă.

Тĕмер ялĕнче пурăнакан Антонина Васильевна Павлова пенсионерка амăшĕн аппăшне çара ăсатнине амăшĕ каласа панă тăрăх астăвать.

— Вăхăчĕ йывăр пулсан та çара кайма ят тухнă аслă аппа уйрăлас умĕн тăванĕсем патне кĕрсе тухнă, арçынсем пекех тутăр сулласа юрланă.

Мария Алексеевна Смирнова ялтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайма повестка илнĕ виççĕмĕш хĕр пулнă. Маларах учительте, пачăшкăра ĕçленĕ Михаил Романович Романов хĕрĕсем Нинăпа Маргарита вăрçа хуларан тухса кайнă. Мария Смирнова вĕсем пекех Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Темиçе çул Шупашкарта ача çураттаракан больницăра медсестра пулса ĕçленĕ. Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин «Память народа.ру» сайтĕнче Мария Смирнован Канашри çар пересыльнăй пунктĕнче çырса хатĕрленĕ Учет карточки тупăнчĕ. Унта çара илнĕ хĕр пирки вăл Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче 1922 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче çурални, специальноçĕпе медицина сестри пулни, Шупашкар больницинче ĕçлени, ялта амăшĕ Ольга Аверкиевна пурăнни çинчен çырса кăтартнă. Учет карточкинче тата «Сведения о личном составе» ятлă пайра Мария Алексеевнăна Хĕрлĕ Çара кайма Шупашкар хула çар комиссариачĕ 1944 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче повестка пани, Канашри çар пересыльнăй пунктĕнчи врач комиссийĕ октябрĕн 11-мĕшĕнче хĕр çапăçакан çара сывлăх енчен юрăхлă пулни, çав кунах ăна Ульяновскри 21921 номерлĕ запасри çар чаçне ăсатни паллă.

Запасри çар чаçĕнче салтаксене çапăçакан çара ăсатма, хĕрсене госпитальсенче ĕçлеме хатĕрленĕ. Теприсене çар объекчĕсенче ĕçлеме янă. Мария Смирновăна Канашра вырнаçнă 3070 номерлĕ гопитальте ĕçлеме ят тухнă. Хулари пионерсемпе шкул ачисен çуртĕнче вырнаçнă госпитальте йывăр аманнă салтаксемпе офицерсене сипленĕ. Вăрçă хирĕнче сусăрланнă çар çыннисем килсех тăнăран медицина работникĕсен пĕр канăçсăр, çĕр çывăрмасăр ĕçлеме тивнĕ. 1945 çул варринче ăна хупнă, аманнисене хулари 3062-мĕш госпитале куçарнă. Çав çулах медицина службин старшинине çартан хăтарнă.

Хальхи çамрăксем кăна мар, вăрçă хыççăн çуралнисем те 15 çултах ялтан вĕренме тухса кайнă. Мария Смирнова камсен йăхĕнчен пулнине пĕлмеççĕ те. Вăл Анаткасри (хальхи Кели урамĕнче) Александр Смирнов шоферăн, Кăнтăр урамĕнче пурăннă Серафима Павлован аппăшĕ пулать. Çемьере вĕсемпе пĕрле Евдокия, Елизавета хĕрĕсем, Николай ятлă ывăлĕ çитĕннĕ.

Çартан яла таврăнсан çар госпиталĕнче тата хула больницинче ĕçленĕ хĕре Елчĕк райсовет ĕçтăвкомĕн сывлăх сыхлавĕн пайĕ Шуршури фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме ярать. Кунта вăл вăрçăран тин таврăннă Нестер Григорьевич Дергачевпа çемье çавăрать.

Нестер Дергачев Хĕрлĕ Çар ретне 1939 çулхи март уйăхĕнче тăнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пĕрремĕш кунранах хутшăннă. Пирвай мотострелоксен 82-мĕш дивизин 210-мĕш полкĕнче службăра тăнă. Çара кайиччен Çĕмĕрле хулинче токарь, водитель специальноçĕсене алла илнĕ салтака 29-мĕш гварди артиллери бригадин 552-мĕш полкне куçарнă. Парк взвочĕн рядовойĕ çар техникине юсаса çапăçусене хатĕрлес енĕпе çĕрне-кунне пăхмасăр ĕçленĕ. Хăй службăра тăнă артиллери бригадипе Мускав патĕнчен Германине çитнĕ, унтан Инçет Хĕвел тухăçĕнче Японие хирĕç пынă вăрçа хутшăннă. Вăл «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале икĕ хутчен, тата ытти наградăсене тивĕçнĕ.

Дергачевсем тăван ялта ĕçпе ырă ята тивĕçнĕ. Медицина работникĕн вăрçă хыççăнхи çулсенчи ĕçĕ йывăр, канăçсăр пулнă. Чирленĕ çын патне вăхăта пăхмасăр чĕннĕ, пулăшу кĕтекенсене район больницине груз турттаракан машинăпа илсе çитермесĕр те лăпланман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем пуçланичченех Шуршура та ачасем нумай çуралнă. Чылай чухне йывăр çын хĕрарăмсене вырăнтах ача çураттарма тивнĕ. Çамрăк ачасен сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ, вăхăтра прививкăсем тунă. Пурăннă чухне, хăй каланă тăрăх, Мария Алексеевна кашни ача хăçан çуралнине, мĕнле сывлăхпа çитĕннине пĕлсе тăнă. 1983 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă медицина работникне паян та ырăпа аса илекен нумай.

— Аслă аппапа йысна пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнатчĕç. Вĕсем патне хăнана пырсан çакна аван туяттăмăр, — аса илсе çырса пĕлтерчĕ Екатеринбург хулинче пурăнакан тăванĕ Антонина Христанова (Сорокина).

Дергачевсен çемйинче 9 ача çитĕннĕ. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕн ятне çỹлте тытаççĕ. Хаçат вулаканĕсем Аслă Пăла Тимешре шкулта ĕçленĕ Владимир Дергачев пултаруллă баяниста, унăн ывăлне — чăваш эстрадинче палăрнă Сергей Дергачев музыканта, юрăçа аван пĕлеççĕ.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Мария Смирнова Канашри медицина училищинче вĕреннĕ вăхăтра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code