Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сусăр çын нушине пурте ăнланаççĕ-и?

Сусăр çын нушине пурте ăнланаççĕ-и?

Чăваш Ен прокуратуринче сусăр çынсене пурăнмалли условисемпе тивĕçтерес ыйтупа иртнĕ видеоконференцире республика прокурорĕ Василий Пословский уйрăммăн çакăн пирки чарăнса тăнă: 2018 çулта инвалида тухнисен тĕлĕшпе йĕркене пăснă 300 тĕслĕхе шута илнĕ, 116 çынна явап тыттарнă.

Уйрăмах общество транспорчĕпе çыхăннă ыйту нумай. Автобусра кондукторсем, пассажирсем инвалидсене хăяккăн пăхаççĕ, уççăн калаçмаççĕ, пулăшмаççĕ. Сусăрсем, ыттисем пекех, тулли праваллă çынсем. Вĕсен ĕçлеме, канма, кирек ăçта тухса çÿреме ирĕк пур. Инвалидсем валли пурăнмалли условисем туса парассипе пирĕн çĕршывра нумай ĕç тăваççĕ пулин те, йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе те сахал мар тĕл пулатпăр. Инфратытăма çĕнетессипе çыхăннă ыйту та нумай. Калăпăр, обществăлла вырăнсенче пандуссем пулманран сусăрсене çÿреме йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Предприяти-организацире вĕсем валли ĕç вырăнĕсем те йĕркелеме васкамаççĕ. Çаксем пирки прокурорăн пĕрремĕш çумĕ Александр Евграфов чарăнса тăнă.

ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева палăртнă тăрăх, республикăра 82000 ытла инвалид пурăнать, вĕсенчен 46000-шĕ – ачасем. 2014 çултан пуçласа «Доступная среда» программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Ене 500 миллион чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. 126 социаллă объектран 85-шне ятарлă оборудованипе тивĕçтернĕ. Ĕçлеме пултаракан 9000 инвалидран 4800-шне ĕçе вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра вакансисен банкĕнче 400 ытла сусăр валли ĕç вырăнĕ пур. Пурăнмалли условисене çĕнетес ыйтупа 847 инвалид черетре тăрать. Кăçал вĕсенчен 59-шне çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code