Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çĕнĕ центр уçăлать

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул никĕсĕ çинче «Точка роста» цифра вĕрентĕвĕн тата гуманитари профилĕн центрĕ уçăлать.

Ăна «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра çĕнĕ модульсене алла илме вĕрентекен 4 педагог квалификацине ÿстернĕ.

 

Елчĕксем Тихвин ярмăрккинче

Çĕрпÿ хулинче йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăркки иртнĕ.

Унта ялсенчи артистсем Театр çулталăкне халалланă «Театр мыскарисем» республикăри уçă фестивале пухăннă. Патреккелĕнчи «Туслăх» драма коллективĕ, «Илем» вокал ансамблĕ халăх пултарулăхĕн «Çĕрпÿ янăравĕсем» фестивальте хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Кĕçĕн Таяпари, Лаш Таяпари драма коллективĕсен сценкисене те куракансем ăшшăн йышăннă.

 

Шкулсенче – юсав ĕçĕсем

Июнь уйăхĕн вĕçĕнчен вĕренÿ учрежденийĕсенче ача-пăча сасси илтĕнмест: выпускниксем алла аттестат илсе шкулсемпе сыв пуллашрĕç, сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче канакан ачасем кану кунĕсене килте ирттереççĕ.

Ун хыççăнах педагогсемпе ытти ĕçченсем шкулсенче юсав ĕçĕсене пуçăнчĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе кашни коллектив чи малтан территорине тирпей-илем кĕртет, классенчи, коридорсенчи урайсене сăрлать. Елчĕкри вăтам шкулта кивĕ алăксене пластиклипе улăштараççĕ, Курнавăшсем акт залĕнчи маччана, стенасене, вĕренÿ кабинечĕсене çĕнĕ тĕс кĕртеççĕ. Çавăн пекех кунта шкулчченхи ушкăна кунта куçарас енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code