Чăваш Ен 67 наци проектĕнчен 52-шне хутшăнать. Кунта пирĕн районшăн пĕлтерĕшлисем – хăрушсăрлăхлă тата пахалăхлă автоçулсем, демографи, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, экологи, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, ĕçпе тивĕçтересси – куллен тимлĕхре тăракан ыйтусем.
Асăннă тата ытти проекта ĕçе кĕртессипе районта курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, акă, Хусанти «Строй-инекс» сахал яваплă общество строителĕсем «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн спортзала реконструкцилессипе тимлеççĕ. Пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама Федераци бюджетĕнчен 940 пин, республикăпа район хыснинчен 30-шар пин уйăрнă.
Çурла уйăхĕн 1-мĕшне çĕнетнĕ спорт залĕ алăкĕсене яриех уçĕ.
Вĕренÿ учрежденийĕнче çитес уйăхрах столовăйне те çĕнĕ сăн кĕртме шутлаççĕ.