Кашни професси хăйне кура интереслĕ. Ÿркенмесен, кирек мĕнле ĕçе юратса, тĕплĕ пурнăçласан чапа тухма пулать.
– Дояркăра çеç ĕçленĕскер, мĕн чапĕ-сумĕ пултăр унăн, – тенĕччĕ пĕррехинче пĕр хĕрарăм.
Сумлăх хăй тĕллĕн килмест çав, чапа тухма та кашниех пултараймасть. Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Зинаида Немцева /хĕр хушамачĕ – Обручкова/ нихăçан та чапшăн çунман, анчах чапĕ ăна хăй «шыраса тупнă».
Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенче çуралнисене чăннипех паттăр ачасем теме пулать тĕр. Зина шăпах çавсен шутĕнче, вăл 1942 çулта çут тĕнчене килнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса, пиçĕхсе çитĕннĕ. Ялти вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн 1956 çулта Ленин ячĕллĕ хуçалăхра дояркăра ĕçлеме пикеннĕ.
Вăр-вар та ĕçчен, сăпай та пултаруллă хĕре кам асăрхамĕ? Куç хывакансем сахал мар пулнă. Чунĕ вара пĕрин патне кăна туртăннă: 1964 çулта Федор Немцевпа пĕрлешеççĕ. Тепĕр 4 çултан çемье Чĕмпĕр тăрăхне тухса кайнă. Çемье пуçĕ строительсен бригадинче мастерта, Зина фермăра ĕçлеме пуçланă. Унтанпа çур ĕмĕр хыçа юлнă ĕнтĕ. Теренгуль районĕнчи Подкуровка ялĕнче кун-çул ĕмĕрленĕшĕн пачах кулянмаççĕ. Ялта пурте хисеплеççĕ, юратаççĕ вĕсене.
Подкуровкăра Елчĕк енрен нумай çемье тĕпленсе пурăннă. Аслă Елчĕкрен куçса пынисем кăна 10 ытла. Ентешсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, яланах пулăшу аллине парса кун кунланă.
Зинаида Немцева «Скугареевский» совхозра 30 çул дояркăра вăй хунă. Çак тапхăрта йывăрлăхĕ те, савăнăçĕ те пайтах пулнă пулĕ.
– Пирвайхи вăхăтра 28-30 пуç ĕнене алăпа сунă. Алăсем çав тери ывăнатчĕç, суратчĕç, – аса илет Зинаида Евстафьевна. Çапах та нихăçан та пуçа усман ялта ĕçпе çирĕпленсе ÿснĕ хĕр-упраç. Вăл малтанхи çулсенчех /1968/ ĕне сăвакансем хушшинче çĕнтерсе пынă, 10 çул хушши унпа районта та танлашаканни пулман. Хастарскере ахальтен мар 1975 çулта РСФСР Верховнăй Совет депутатне суйланă. Ĕçри çитĕнĕвĕсем ăна çÿлеллех çĕклесе пынă. Умлă-хыçлă тенĕ пек «Коммунизмла ĕç ударникĕ» /1976/, «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» /1978, 1979/, «Вуннăмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» /1979/ паллăсемпе, ВДНХн бронза тата ылтăн медалĕсемпе чысланă. Хисеп Палли тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденсене тивĕçни те сумлăха ÿстернĕ мар-и?
Харсăр доярка обществăлла ĕçе хутшăнма та ĕлкĕрнĕ. Ăна виçĕ хутчен ял Совечĕн депутатне суйланă. Ферма ĕçченĕсен хорĕнче, уйрăм юрă-кĕвĕ уçлăхĕнче шăпчăк евĕр сассипе чылайăшĕн чунне тыткăнланă, куракансем ăна яланах тăвăллăн алă çупса хавхалантарнă. Ют çĕршывсене /Германи, Польша, Беларусь/ кайса курма тÿлевсĕр путевкăсене тивĕçнĕ вăл.
Немцевсем икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Асли – Надежда – Чĕмпĕр тăрăхĕнче çемйипе пурăнать, Светлана Канаш районĕнчи Вăтапуç ялĕнче тĕпленнĕ. Ашшĕ-амăшĕн хăтлă та тирпейлĕ кил-çурчĕ вĕсене мăнукĕсемпе пĕрле яланах тарават. Тивĕçлĕ канура пулсан та хуçалăхра нумай выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, сад ĕрчетеççĕ, сывлăх канăçсăрлăхне çĕнтерме ăнтăлаççĕ.
В.ГРИГОРЬЕВА.