Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа – çурхи призыв пĕтĕмлетĕвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый паллаштарчĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 10-мĕшĕччен Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕ урлă 1992-2001 çулсенче çуралнă сывлăх тĕлĕшĕнчен юрăхлă 86 /вăл шутран пирĕн тăрăхран – 47/ çамрăк çар ретне тăнă, плана 100 процент пурнăçланă. Çак йышра 22-шĕ аслă пĕлÿллисем, 20-шĕ С, Д, Е категориллĕ водительсем. Çăмăл мар ку тĕллеве те ăнăçлă татса панă. Призыв тапхăрĕнче пирĕн районта пĕтĕмпе 152 каччă комисси тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.
Палăртма кăмăллă: пĕрлештернĕ çар комиссариачĕ 2018 çулхи çурхи тата кĕрхи призыв ыйтăвĕсемпе республикăра пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Леонард Васильевич ял тăрăхĕсен çарпа учет енĕпе ĕçлекен специалисчĕсене, районти полици пайне, тĕп больница коллективне кăçалхи кампанинчи пĕрлехи ăнăçуллă ĕçшĕн те тав турĕ. Çав вăхăтрах «шăйрăксем» те çук мар-ха çула çитнĕ йĕкĕтсене салтак тумĕ тăхăнтартассинче. Кĕркуннехи çитменлĕх Аслă Таяпа, Елчĕк, Лаш Таяпа /2-шер/, Аслă Пăла Тимеш /1/ ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çине хальхинче те çырăнчĕ. Хăш-пĕр таркăнсем /урăхла епле калăн;/ чылайранпа призыв тапхăрĕнчен пăрăнса юлаççĕ, вĕсене право хуралĕсен вăйĕпе усă курса çар ретне тăратмаллах. 4-шĕ маларах судпа та айăпланнине шута илсен салтак пурнăçĕ кăштах та пулин ăса кĕртме кирлех вĕсене…
Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинчен каласа пачĕ. Пĕтĕçтерÿ пайĕ район тата ял тăрăхĕсен бюджетĕнчен тăрать. Палăртнă тапхăрта тупăшсен тытăмĕпе ăна 164,4 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă, дефицит пайĕ – 28,5 млн тенкĕ. Ÿсĕм иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 6,1 млн тенкĕ е 103,8 процент. Уйрăм çынсенчен пырса кĕрекен налук тупăшĕ те курăмлă пулни чи малтанах Федерацин налук службин Комсомольскинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекци тата район администрацийĕ çумĕнчи ятарлă комисси ĕçĕн витĕмлĕхĕнчен нумай килнĕ. Ултă уйăхра иртнĕ 10 ларура чи пĕчĕк вăтам ĕç укçинчен те сахалтарах тÿлекен 67 предприятипе организаци ертÿçине, уйрăм предпринимателе итленĕ. Çавна май пĕрлештернĕ бюджета 0,5 млн тенкĕ укçа-тенкĕ кĕртме май пулнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал çĕр /119,9 процент/, уйрăм çынсен пурлăх /714,7 процент/, транспорт /122,4 процент/ налукĕ пуçтарассипе те кăтартуллă ĕçленĕ.
Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн субсиди шучĕпе республика хыснинчен хăш-пĕр объектсене тĕпрен юсама пăхса хăварнă. Ĕçсем ку тĕлĕшпе пыраççĕ ĕнтĕ. Комсомольски-Курнавăш-Елчĕк автомобиль çулне çĕнетме 15 млн та 380,1 пин тенкĕ пăхса хăварнă пулсан, паянхи кун тĕлне 78,2 процентне ĕçе кĕртнĕ. Аслă Елчĕкри вăтам шкул çурчĕн çи виттине улăштарнă хыççăн юлнă суммăпа /612,8 пин тенкĕ/ столовăйне йĕркене кĕртĕç. Çавăн пекех кунта спорт залне юсасси те пырать. Уйăрнă сумма – 1 млн тенкĕ. Аслă Таяпари, Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕсене юсасси вара паян-ыран вĕçленмелле. Çывăх вăхăтрах Елчĕкри искусство тата «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн çурчĕсене юсама пуçлĕç.
Районта пуçару бюджечĕ çине таянса йĕркелекен ĕç калăпăшĕ 13 млн та 629,7 пин тенкĕпе танлашать. Вăл шутран коммуналлă хытă каяшсене вăхăтлăх пухса пымалли контейнер площадкисем хатĕрлесе вырнаçтарма 7 млн та 793,2 пин тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕм объектри ĕç-пуç муниципаллă контрактпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Отчетлă тапхăрта асăннă суммăна 35,7 процент усă курнă.
Вырма ĕçĕсен информацийĕ яланхи пекех райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕнчен Петр Тремасовран пулчĕ. Пăрçа, ир пулакан ытти культура акнă хуçалăхсенче ĕç çи хĕрсех пырать. Тĕрлĕ техника тĕлĕшĕнчен пуянланни те, пурĕ 56, вырмапа çыхăннă операцисене васкавлă йĕркелеме май парĕ.