Среда, 6 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яваплă тапхăр умĕн

Яваплă тапхăр умĕн

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ мероприятийĕсенчен пĕри. Вăл халăхсен тата нацисен шучĕ, йышĕ, вĕсен демографийĕ, социаллă пурнăçĕпе экономики çинчен пĕлмелли тĕп çăл куç.

Юлашки çырав 10 çул каялла иртнĕ. Ку тапхăрта çĕнĕ ăру çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăнă, общество та улшăннă. Саккунпа килĕшÿллĕн, çырава 10 çулта пĕрре ирттермелле. Çитес çырав 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче пулмалла. Вăл, ытти çулхисемпе танлаштарсан, вуçех çĕнĕлле иртет. Хальхи саманари тĕрлĕ майсемпе усă курнăран халăха унта хутшăнма меллĕ те пулĕ. Килте куллен тĕл пулма май çуккисем е çыравçăсене хăйсем патне хваттере, çурта кĕртес мар текенсем Интернет тытăмĕпе усă курса Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче электронлă çырав листисене хăйсем тултарма пултараççĕ. Унсăр пуçне, халăхран ыйтса çырнă чухне планшетлă компьютерсемпе тата смартфонсемпе усă кураççĕ. Ку чухне анкетăри цифрăсем тÿрех тĕрĕсленеççĕ. Çакă вара халăх çыравне хăвăртрах пĕтĕмлетме пулăшать.

Енчен те техникăпа тĕрлĕ сăлтавсене пула усă курма май килмесен /çĕмĕрĕлсен е программа вăхăтлăха ĕçлеме пăрахсан/ хут бланксем çине çырма тиветех. Техникăпа анлăрах усă курма пуçланăран вĕсен тиражне чакарма палăртнă.

Чăваш Енре, Раççейри ытти регионсенчи пекех, халăх çыравне ирттерме хатĕрленеççĕ. Ку ĕçе Патшалăх статистикин федераллă службин Чăваш Республикинчи территори органĕ /Чăвашстат/ влаçăн ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле йĕркелесе пырать, районсемпе хуласенче çыравçăсене вăхăтлăх ĕçе илеççĕ.

Паллах, çынсем пурăнакан тата пурăнма пултаракан çуртсен адресĕсен тулли списокне хатĕрлемесен пĕтĕм халăха çырава хутшăнтарнă теме çук. 2019 çулта çавăн пек списока тăвасси – тĕп ĕç. Паллах, 2010 çулхи çыравра шута илнĕ çуртсен адресĕсемпе усă кураççĕ, анчах вĕсене халĕ çĕнетмелле.

Кăçалхи август уйăхĕнче республикăри кашни ялпа хулара, поселокра вăхăтлăх ĕçе илнĕ 500 регистратор ĕçе пикенет. Вĕсен иртнĕ çыравра шута илнĕ кашни çурт пуррипе çуккине, адресне тĕрĕслемелле. Çавăн пекех, çĕнĕрен туса лартнисене, пăснисене, çунса кайнисене палăртмалла, вĕсем пирки реестра улшăнусем кĕртмелле. Çапла майпа çуртсен адресĕсен çĕнĕ списокĕ йĕркеленет. Килес çул çыравçăсем çав хăйне евĕр «маршрутпа» çула тухĕç.

Унсăр пуçне, регистраторсен уйрăм çуртсен е нумай хваттерлĕ çуртсенчи подъездсен номерĕсене палăртакан табличкăсем пуррине тĕрĕслемелле, урамсенче çутă çителĕклине те сăнамалла. Енчен те çитменлĕхсем тупса палăртсан, вĕсем çинчен тÿрех вырăнти администрацисене мерăсем йышăнма пĕлтермелле. Пĕр çурт та, пĕр урам та, халăх пурăнакан пĕр вырăн та регистраторсен вичкĕн куçĕсенчен пытанса юлмĕ.

Чăвашстат паян районсен хăш-пĕр характеристикипе паллаштарма пултарать. Калăпăр, 2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вăхăтĕнче Елчĕк районĕнче 20,5 пин çынна шута илнĕ. Чăвашстат асăрханă тăрăх, районта пурăнакансен йышĕ чакать. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4,2 пин çын сахалрах шутланнă /пĕтĕмпе 16,3 пин çын пурăнать/.

2010 çулхи çырав тăрăх, районта хĕрарăмсем арçынсенчен ытларах пулни палăрать: 52,2 процент – хĕрарăмсем, 47,8 процент – арçынсем. Çырав хăш вырăнта мĕнле наци çынни пурăннине те туллин, тĕрĕс çутатать. Елчĕк районĕнче чи йышлă халăх – чăваш /районта пурăнакансенчен 97,2 проценчĕ/. 2-мĕш вырăнта – тутарсем /1,6 процент/.

Халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсенче уйрăм кил хуçалăх шучĕ те тĕп вырăн йышăнать. Унпа час-часах тĕрлĕ çĕрте усă кураççĕ. «Уйрăм кил хуçалăхĕ» тени ниме те пĕлтермест пек, анчах вăл «çемье» пĕлтерĕшĕнчен анлăрах. Тăванлăх сыпăкĕсене, вĕсен хушшинчи йăлари хутшăнусене палăртать. Калăпăр, Елчĕк районĕнче Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 7,5 пин уйрăм кил хуçалăхĕ шутланнă. Вĕсенче пурăнакансен вăтам йышĕ 2,7 çын, ку республика кăтартăвĕнчен /2,6 çын/ ытларах шутланать.

Районти уйрăм кил хуçалăхĕсенче 18 çултан кĕçĕнрех яш-кĕрĕм ытларах пулни вара – ырă пулăм. Ку кăтарту пĕтĕм республикăринчен пысăкрах. Тĕслĕхрен, республикипе илсен, ытларах кил хуçалăхĕнче /62,5 процент/ 1 ача шутланать. Елчĕк тăрăхĕнче вара 2-шер е ытларах ачаллă çемьесем /52,5 процент/ пурăнаççĕ.

Демографи тата социаллă пурнăçпа экономика тĕлĕшĕнчен патшалăхпа общество ыйтнине тĕрĕс хыпарпа тивĕçтерес тĕллевпе халăх çыравĕн хучĕсене çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Калăпăр, кулленхи пурнăçра вырăс тата ытти халăхсен чĕлхисемпе усă курнине ыйтаççĕ.

Экономикăри хальхи лару-тăрура тупăш çăл куçĕ пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Ĕç укçи калăпăшĕ пирки ыйтмаççĕ çыравра, тивĕçлĕ шайра пурăнма май паракан тупăш çăл куçĕ çинчен сăмах пырать. Паллах, «хăй тĕллĕн ĕçлекен» пай пирки уйрăм калаçу. Ăна çынсене тара тытса ĕçлеттермен тата налук службисенче предприниматель пек регистрациленмен, анчах тĕрлĕ çĕрте ĕç укçи илекенсем хуравлаççĕ.

Çынсен ĕç пурри тата ĕçсĕр тăрса юлнисем пирки пĕлни миграци калăпăшне е халăх куçса çÿренине уçăмлăн кăтартать. Паллах, ĕç рынокĕнче ăçта кам ытларах кирлине, халăх çавăнталла куçнине те палăртать. Ку тĕлĕшпе халăх çыравĕн хучĕсенче уйрăм ыйтусем пур.

Паянхи пурнăçра кашни çын хăй тĕллĕн, хăйне кирлĕ пек ĕç тупма пултарать. «Дистанци» мелĕпе ĕçлесси пурнăçа кĕрсе пырать. Çынсем килтен тухмасăрах, йĕркене кĕнĕ пек ĕçе каймасăрах тупăш паракан мел тупаççĕ.

Çавăнпа пĕрлех, çыравçăсем кашни çын пурăнакан вырăнта регистрациленни пирки те ыйтаççĕ. Ку вара ялан пурăнакансемпе регистрацире çеç тăракансен йышне, вĕсем хушшинчи уйрăмлăха палăртма май парать. Çыравсем хушшинчи тапхăрта халăхсен шутне тата вĕсен йышне пĕлме çав кăтартусемпех усă кураççĕ.

Халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем нумай çуллăха официаллă кăтартусем шутланĕç. Вĕсемпе усă курса вĕренÿ, сывлăха сыхлас, пурăнмалли çуртсем тăвас, агропромышленность комплексне малалла аталантарас тĕлĕшпе паян пурнăçламалли наци проекчĕсем çуралĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code