Ĕнер Аслă Таяпари тĕпрен юсаса çĕнетнĕ культура çуртĕнче районăн 2019 çулхи пĕрремĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.
Мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов хутшăнчĕç.
Ĕçлĕ пухăва Владимир Николаевич ертсе пычĕ. Актив район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунă доклада итлерĕ. Вăл каланисене пĕр тĕве пуçтарсан çапларах çирĕплетме пулать: пирĕн тĕп пуянлăх – халăх. Вĕсен хастарлăхне, пултарулăхне пула район ял хуçалăх, промышленность производствине çĕнетсе пырса, çĕр, ĕç, çут çанталăк пуянлăхĕпе туллин усă курса, çавăн пекех пур ресурссен никĕсĕ çинче çĕнĕ производствăсем йĕркелесе, инвестици проекчĕсене хăюллăн пурнăçласа пырса малалла аталанать. Районăн 2019 çулхи социаллă-экономикăлла лару-тăрăвĕ организацисен тавар çаврăнăшĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 19,6 процент, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ 16,3 процент, обществăлла апатлану аталанăвĕ 0,7 процент, вырăнти вăйпа тĕрлĕ ĕç пурнăçласси 0,2 процент ÿснипе палăрса тăрать.
Тăрăшуллă ĕçне кура тÿлевĕ те, паллах. Вăтам ĕç укçи январь-май уйăхĕсенче 21 пин те 666 тенкĕпе танлашнă, ку вăл иртнĕ çулхинчен 9,2 процент пысăкрах. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх районта ĕçлекенсен умĕнче ĕç укçи парăмĕ çук. Анчах та тÿлев шайĕ республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Эппин ĕçпе тивĕçтерекенсен çак ыйту тĕлĕшпе витĕмлĕ йышăнусем тумалла. Налуксене те вăхăтлă та туллин хывасси куллен çирĕпленнĕ хăнăху пулмалла.
Хăйтытăмлăх органĕсем çине саккунпа килĕшÿллĕн вырăнти ыйтусене татса парассинче пысăк яваплăх хунă. Вĕсене тивĕçлипе пурнăçласси вырăнти бюджет тупăшĕнчен нумай килет. Асăннă ыйтăва хаçат страницисенче пĕр хутчен мар çутатнă, çапах та хăш-пĕр цифрăсене уçăмлатни кирлех тĕр.
Бюджет уççăнлăхне, унпа тĕрĕс усă курнине тата шайлашулăхне кирек мĕнле бюджет тытăмĕн чи пĕлтерĕшлĕ енĕсем тесе палăртаççĕ. Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 164 миллион та 400 пин тенкĕ пулнă, ку çулталăк планĕн 41,3 проценчĕпе танлашать. Вырăнти тупăшсем 37 млн та 500 пин тенкĕ, е 2018 çулхи çур çулпа танлаштарсан 108,2 процент пурнăçланнă.
Отчетлă тапхăрта муниципалитет валли таварсем туянма тата тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсем йĕркелеме 48 конкурентлă процедура ирттернĕ, çакă пĕлтĕрхипе шайлаштарсан 97,96 процентпа танлашать. Торгисем ирттернипе 47 млн та 600 пин тенкĕлĕх 41 контрактпа сделкăсем тунă. 2018 çулхи асăннă тапхăр тĕлне 21 млн та 600 пин тенкĕлĕх контракт йĕркеленĕ. Бюджет тухăçлăхĕ 2 млн та 500 пин тенкĕпе /4,99 процент/ танлашнă.
Ял хуçалăхĕ район экономикинче тĕп вырăн йышăнать, çавна май Николай Миллин ку отрасль çине ытларах та пусăм турĕ. Çулталăк пуçланнăранпа мĕнпур категорири хуçалăхсенче 474 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, производство индексĕ 100,1 процентпа танлашать. Акăнакан çĕрсен лаптăкĕ 40 пин те 888, вăл шутран ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 38 пин те 488 гектар. Ку вăл Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствипе тунă килĕшÿри цифрăран 4 процент ытларах.
Кăçалхи çур çулта 1 пин те 539 тонна аш-какай, иртнĕ çулхинчен 1 процент сахалрах, 15 пин те 808 тонна /1,8 процент ытларах/ сĕт туса илнĕ.
Агропромышленность комплексне аталантарма кăçал 66 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă. Ял хуçалăх предприятийĕсем 49 миллион та 600 пин тенкĕлĕх 49 çĕнĕ техника туяннă.
Экономика аталанăвĕнче инвестици политики тĕп вырăн йышăнни паллă. Çавна май район ертÿлĕхĕ вăл ыйтăва куçран вĕçертмест, уйрăм пайтаçăсемпе, пуçаруçăсемпе яланах тĕл пулма хатĕр.
Ку çул инвестици проекчĕсем чылай çĕрте старт илнĕ. «АСК-Яльчики», «Рассвет», «Яманчурино», Ленин ячĕллĕ, «Победа» тата ытти хуçалăхсенче пысăк калăпăшлă объектсем тума палăртнă. Вĕсенче 30 яхăн хушма ĕç вырăнĕ пулĕ.
Ултă уйăхра ятарлă программăсемпе килĕшÿллĕн ялта пурăнакан 5 çамрăк специалиста тата çамрăк çемьене 4 млн та 115 пин тенкĕлĕх çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тÿлев панă, çулталăк вĕçлениччен тата 8 çемьене çак пулăшупа тивĕçтермелле.
Хальхи тапхăрта районти чылай ялта сывлăх сыхлавĕн, культура, спорт, çул-йĕр объекчĕсене тăвас е юсас тĕлĕшпе нумай ĕç пурнăçланать. Елчĕкри тĕп площадь çумĕнчи парка, акă, пĕлтĕр тирпей-илем кĕртес ĕç пуçланнăччĕ. Кăçал вăл малалла тăсăлчĕ. Укçа-тенкĕн расхутланă пайĕ – 8 млн та 60 пин. Комфортлă хутлăх йĕркелес тĕлĕшпе Аслă Елчĕк ялĕнче те сахал мар ĕç палăртнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Муниципаллă районсен тата хула округĕсен хăйтытăмлăх органĕсен ĕçне хавхапантармалли мерăсем çинчен» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Елчĕк районне тĕп капитала инвестицисем хывма хавхалантарас тата экономикăна аталантарас тĕллевпе 2018 çул итогĕсемпе 12 миллионлăх Грантпа тивĕçтернĕ. Асăннă укçа-тенкĕпе район центрĕнчи автоçулсене юсама тата тĕп лапама тирпей-илем кĕртме пăхнă.
Районта пурăнакансем тĕрлĕ пулăшусене «пĕр чÿрече» мелĕпе илесси çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Вĕсене йĕркелекен Елчĕкри нумай функциллĕ центр хальхи вăхăтра 200 ытла социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшупа тивĕçтерет. Унта харăсах 5 чÿрече ĕçлет. Хастарлăха кура коллектив 3 çул харăс Чăваш Енри «Чи лайăх НФЦ» ята тивĕçнĕ.
Докладчик çынсем час-часах кăсăкланакан темăна – медицина ыйтăвне те çĕклерĕ. Чирсене вăхăтлă тупса палăртас, тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас, çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатас тĕллевпе районта çулсерен диспансеризаци ирттереççĕ. Отчетлă тапхăрта 2 пин те 95 çын тĕрĕслев витрĕ тухнă, ку планпа пăхнин 60 проценчĕ. Паллах, хамăр сывлăхшăн хамăрах яваплă, çавăнпа диспансеризаци вăхăтлă тухни кирлех. Районти тĕп больницăна «Земство тухтăрĕ» программăпа 16 врач килнĕ. Çав вăхăтрах ФАП заведующийĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн медицина сестри çитмест.
Часах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. 12 шкулти партăсем хушшине 1765 ача вырнаçĕ. Вĕсем тата педагогсем ÿсĕмсемпе татах савăнтарĕç. Тĕслĕх илмелли вара пур: Елчĕкри вăтам шкулти Екатерина Сергеева республикăра иртнĕ «Çулталăк учителĕ – 2019» конкурсĕн лауреачĕ пулчĕ; регион шайĕнчи предмет олимпиадисенче кăçал 3 вĕренекен çĕнтерÿçĕ, 15-шĕ призер ятне илме, эффективлăх тĕлĕшĕпе район республикăра 1-мĕш вырăн йышăнма пултарнă; Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн вĕренекенĕ Даниил Трофимов /учителĕ Олег Осипов/ Раççей шайĕнче физкультура предмечĕпе çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
Елчĕкри тата Лаш Таяпари вăтам шкулсенче «Точка роста» цифра тата гуманитари профильне вĕрентекен центрсем йĕркеленеççĕ, ачасен 73 процентне кăçал, 80-шне 2024 çул тĕлне хушма пĕлÿпе тивĕçтерес тĕллевлĕ навигатор ĕçлеме пуçлать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çавăн пекех района малалла аталантармалли оперативлă тата стратегиллĕ плансене палăртрĕ. Канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов тухса калаçрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, Елчĕксене малашне те çĕнсе илнĕ позицисене ÿстерсе пыма ăнăçу сунчĕç.
Ĕçлĕ тĕл пулу чыславпа вĕçленчĕ. Кушкăри вăтам шкул директорĕн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Веникова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, Акчел ялĕнчи Кузьминсен çамрăк çемйи «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене çурт-йĕрпе тата коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтересси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн социаллă тÿлев Свидетельствине, Тăрăм ял тăрăхĕн администрацийĕн аслă специалисчĕ Елена Карпова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Екатерина Цыганова ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
Владимир Викторов çавăн пекех районти тĕп больницăна мобильлĕ автомобиль уççине пачĕ.
Николай МАЛЫШКИН.