Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Столовăйĕ хăтлă, апачĕ тутлă

Столовăйĕ хăтлă, апачĕ тутлă

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче черетлĕ ĕç çи вăхăчĕ тĕлне столовăя тĕпрен юсанă. Стенасемпе урайне хальхи йышши материалсемпе усă курса ăсталанă, çĕнĕ сĕтел-пукан – ларса апатланма кăмăллă.

Поварĕсем те тараватлă, апатланма пыракан кашни ĕçчене ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ вĕсем. Хурансенче пăсланакан какай шÿрпи, çĕр улми пÿремечĕпе тĕрлĕрен кĕрперен пĕçернĕ пăтă чĕлхене çăтса ямалла тутлă! Ахальтен мар çапла. Мĕншĕн тесен Галина Александрова, Светлана Голубева поварсем, вĕсене пулăшакан Кристина Алексеева, чăннипех, хăйсене шанса панă ĕçе чун-чĕре ăшшине парса пурнăçлаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Галина Александрова, Светлана Голубева тата Кристина Алексеева черетлĕ кăнтăр апачĕ хыççăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code