Çурт-йĕр строительствипе юсав ĕçĕсене йĕркелесе пыракан районти «Стройэнергосервис» ООО коллективĕпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма професси уявĕ умĕн, пушшех, кăмăллă пулчĕ. Александр Нягин директорпа тĕл пулса калаçни вара лару-тăрăва тата тĕплĕнрех уçăмлатма май пачĕ.
– Çу тапхăрĕ – строительство ĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçламалли чи лайăх вăхăт. Çакна асра тытса хальхи вăхăтра эпир пĕр харăсах темиçе объектра тĕрлĕрен ĕç йĕркелесе пыма ĕлкĕретпĕр, – терĕ Александр Владимирович.
Тĕрĕсех. Çакна хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Владимир Легостин ертсе пыракан строительсен бригади Таяпа Энтри ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне хăпартнă çĕрте тимлет. Районти тĕп больница территорийĕнче те пысăк ĕç йĕркелесе янă – пĕрисем сиплев корпусĕн тăррине /бригадирĕ – Виктор Демьянов/ тĕпрен юсама, теприсем апат-çимĕç блокĕ, фтизиатри кабинечĕсем вырнаçнă çурт-йĕре, унти территорие тирпей-илем кĕртме хутшăнаççĕ. Кунта малашне пĕтĕмпех вĕр çĕнĕ пулĕ: урай-мачча, стенасем, алăк-чÿрече, йĕри-тавра брусчатка /160 тăваткал метр/ сараççĕ. Якату-илемлетÿ ĕçне тума хутшăнакан Андрей Кудрин, Елена Кудрина штукатур-маляр, слесарь-сантехниксем – Нягинсем: Виталий тата Владимир заказчикпа çирĕплетнĕ килĕшĕве туллин пурнăçлассишĕн яваплăха туйса вăй хураççĕ. Каланă икĕ объекта та çитес кунсенче комиссипе йышăнĕç. Ун хыççăнах строительсене кунта тепĕр пысăк ĕç кĕтет: иккĕмĕш сиплев корпусĕн çи виттине тĕпрен юсама тытăнмалла.
…Сергей Хушкин ертсе пыракан каменщиксен бригади Мир урамĕнчи 27 хваттерлĕ 22-мĕш номерлĕ çуртăн юлашки – виççĕмĕш подъездне хăпартать. Строительсемпе пĕрле хальхи вăхăтра вĕсем шăпах кирпĕч хăпартса çитернĕ виççĕмĕш хута çитсе куртăмăр. Çÿллĕшĕнчен Елчĕк алă тупанĕ çинчи пекех курăнчĕ.
– Ку объект çулталăк вĕçне хута каймалла. Палăртнине вăхăтра пурнăçлатпăр, – сăмахне малалла тăсрĕ директор.
«Стройэнергосервис» ООО ĕçченĕсем хамăр районта анчах мар, республикăри ытти район-хуласенчи çурт-йĕре тĕпрен юсама, территорие тирпей-илем кĕртме хутшăннине те пĕлетпĕр. Кăçал пурнăçланă ĕçсем пирки чарăнса тăрас пулсан та: Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнче кану паркне тирпей-илем кÿнĕ, Улатăр хулинче тата Шăмăршăра республика программипе килĕшÿллĕн пурнăçланакан нумай хваттерлĕ çуртсене /пурĕ – 2 объект/ тĕпрен юсас ĕçе вĕсене шанса панă. Сăмах май, Елчĕкри Андреев урамĕнчи нумай хваттерлĕ 6-мĕш çуртри юсав ĕçĕсене тума та кунти строительсем хутшăннă.
…Професси уявĕ умĕн коллективри кашни çын ăшă сăмаха, ырă ята тивĕçлĕ. Мĕн пур объектсенчи ĕçе асăрхаса, йĕркелесе пыракан Владимир Нягин тĕп инженер, Сергей Сергеев механик, Александр Тябуков энергетик, Геннадий Марков крановщик, КАМАЗ тата ГАЗЕЛЬ автомашина водителĕсем – Михаил Клементьевпа Александр Мартынов, Дмитрий Владимиров экскаваторщик, автовышкăна ĕçлеттерекен Николай Архилин, Ирина Мурзакаева ертсе пыракан бухгалтери ĕçченĕсем, паллах, ыттисем те кашни кунхи ĕçе пысăк яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Çакăншăн вĕсене дирекци чĕререн тав тăвать, малашнехи тĕллевсене пурнăçлассинче ăнăçусем сунать. Валерий Филиппов слесарь-сантехник ячĕпе вара – уйрăм тав сăмахĕ. Професси уявĕ умĕн ăна Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чыс тунă. Ят-сум укçаран та хаклăрах…
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: Александр Нягин /сулахайран иккĕмĕшĕ/ каменщиксемпе пĕрле; Якату-илемлетÿ ĕçне пурнăçлакансем.