Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренĕве пуçăнма хатĕр

Вĕренĕве пуçăнма хатĕр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ушкăн Елчĕкри, Çĕнĕ Пăвари, Курнавăшри тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче пулса çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕрĕслерĕ.

«Паха пĕлÿ» çуртне кăçал 256 кĕçĕн классенче вĕренекен ача вĕренме килĕ, вăл шутран 1-мĕш класа – 56. Тÿрех палăртмалла, шкул коллективĕ ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачасем валли тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе нумай ĕç пурнăçланă. Классене çутă та илемлĕ тĕссемпе сăрланă, урайне линолеум сарнă, стендсене вырнаçтарнă. Вĕрентекенсем кашнийĕ классене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ евĕр капăрлатнă – паян тесен паян вĕренĕве пуçлама пулать. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ коллективпа тĕл пулсан палăртса каларĕ. Пĕртен-пĕр спорт залĕ çукки кăна чăрмав кÿрет. Физкультура урокĕсене ирттерме уйăрнă подвал паянхи условисене пачах та тивĕçтермест. Лайăх çанталăк чухне ача-пăча урамра сикĕ, чупĕ-ха, çитменнине иртнĕ çул «Ачалăх ячĕпе, ачасемшĕн» марафона хутшăнса пуçтарăннă укçа-тенкĕпе шкул çумĕнче ăсталанă спорт площадки те ку чухне нумай пулăшать. Кану вăхăтĕнче унта ача-пăча татăлмасть. Çумăрлă чухне ирĕксĕрех тĕксĕм подвала анма тивĕ.

Елчĕкри вăтам шкулта паянхи кун тарăн пĕлÿ илме тата тĕрлĕ енлĕн аталанма мĕнпур условисем çителĕклĕ. Ахальтен мар ашшĕ-амăшĕ ачисене вĕрентме шăпах çак шкула суйласа илет. Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсен çитĕнĕвĕсем те тăтăш савăнтараççĕ. Çулсерен вуншар ача Мускаври тата республика тулашĕнчи хуласенчи аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕни те çакна çирĕплетет. Кăçалтан шкул бази çинче тата тепĕр çĕнĕ проект – «Ÿсĕм пуçламăшĕ» ĕçлеме пуçлать. Икĕ кабинетра вырнаçнă ятарлă пÿлĕмсенче ачасем хăйсен пултарулăхне тата тарăнтарах аталантарма пултарĕç. Пÿлĕмсене вĕренÿ çулĕ валли хатĕрлесе çитернĕ, вĕсене миллион çурăлăх тĕрлĕ оборудовани вырнаçтарнă. 700 ача пĕлÿ пухакан шкулшăн ку питех паха пулăм.

Курнавăш ял тăрăхĕнче юнашарах икĕ вăтам шкул вырнаçнă. Темиçе çул ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче вăтам шкул статусне сыхласа хăварассишĕн «тупăшаççĕ». Çак тăрăшулăх вара Курнавăш шкулĕнче ытларах та ытларах курăнать. Шкул территорийĕнче пысăк тирпей-илем ĕçĕ ирттерни, шкул чÿречисене пурне те пластикран тунисемпе, çутă системине энерги перекетлекеннисемпе ылмаштарни тата ытти те. Шкул умне çывхарсанах дистанци мелĕпе ĕçлесе каякан музыка системи пурин кăмăлне те уçать, ытти шкулсемшĕн ку çĕнĕлĕх. Чи пысăк ĕç вăл – шкул умĕнхи ачасен ушкăнне урăх çуртран шкул зданине куçарса вырнаçтарни. Шăпăрлансем валли пÿлĕмсем те тупăннă, вĕсене тĕрĕслекен органсене тивĕçтермелле хатĕрлесе çитернĕ. Паллах, çак пысăк ĕçсем шкул директорĕ тата ăна ăнланакан вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕпе тăрăшулăхĕсĕр пулман.

Çĕнĕ Пăва шкулĕнче çĕнĕлĕхсем сахалрах курăнчĕç. Стенасемпе картлашкасене сарă-симĕс тĕспе сăрлани шалти пÿлĕмсене çутă сăн кĕртнине палăртрĕç тĕрĕслекенсем. Тепĕр самант пирки те каламасăр иртме çук, тен, çак икĕ шкулти ачасемпе вĕрентекенсем пысăк çитĕнÿсемпе тĕлĕнтерĕç? Шкул коллективĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă самантра шăпах çакăн пирки систерчĕ те район администрацийĕн пуçлăхĕ. Олимпиадăсенче çĕнтерни коллектив тăрăшулăхне çирĕплетет мар-и?

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ халĕччен тирпейлесе çĕнетсе çитернĕ енсене типтерлĕн тытса пырать. Спорт залĕнче кăна мар, коридорсенче те кунта спорт тематики анлă вырăн йышăнать. Ахальтен мар-тăр юлашки çулсенче шкул Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен предмет олимпиадисен юлашки тапхăрĕнче призерсемпе кăна мар, çĕнтерÿçĕпе те палăрчĕ. Паллах, кунта физкультура вĕрентекенĕн тÿпи пысăк. Хăйсен ентешĕн – Сергей Шелтуковăн ятне те кунта асра тытаççĕ, ун ячĕпе ятарлă стенд та вырнаçтарнă. Ан тив, шкул ачисем паллă ентешĕсенчен тĕслĕх илсе çитĕнÿсем патне ăнтăлччăр! Тăрăшуллă коллектива вĕренекенсем те сахал мар килеççĕ, кăçал кунта 120 ача пĕлÿ пухĕ, 1-мĕшне вара 15 шăпăрлан килмелле. Кÿлпуçпе Хăвăлçырма ачисем тата вĕрентекенĕсем кăçалтан асăннă шкулта вĕренме, ĕçлеме пуçлĕç. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче те çутă системине тĕпрен юсанă, урайне мĕнпур çĕрте линолеум сарнă.

Комиссире пĕрле пулнă газ, пушар асăрхавĕн, Роспотребнадзор, полици уйрăмĕн представителĕсем хăйсен енчен хăш-пĕр çитменлĕхсене палăртрĕç. Çак кун çумăр çунине пула Çĕнĕ Пăва шкулĕпе Çирĕклĕ Шăхаль ача сачĕн котельнăйĕсен тăррисем кăштах шыв антарни курăнчĕ. Роспотребнадзор специалисчĕ Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи пищеблокра çитменлĕхсем пуррине, кĕçĕн классенче вĕренекенсен партисем ÿсĕме кура пĕчĕклетмелле е пысăклатмалла пулмаллине, шкул умĕнхи ушкăнсенче /ача сачĕсенче/ япаласене çума автомат машинăсем кирлине палăртрĕ. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса кашни вĕренÿ организацийĕнчех тимĕр япаласене асăрхакан алăксем вырнаçтарнă, ятарлă стендсемпе камерăсем те хăрушлăха асăрхаттараççĕ.

Кашни шкултах район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин вĕрентекенсемпе куçа-куçăн калаçусем ирттерчĕ, вĕсен сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсене итлерĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пурне те тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.

Елена ИГНАТЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code