Суббота, 13 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ятарлă стипенди илме

Ятарлă стипенди илме

Чăваш Енре çамрăксене вĕренÿре, спортра, творчествăра тунă çитĕнÿсемшĕн ятарлă стипенди парса хавхалантарасси ырă та çирĕп йăлана кĕнĕ.

Çакă вăл Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Кăçал та 14-30 çулхи çамрăксенчен августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен ятарлă стипенди илмешкĕн тăратнă документсене йышăнаççĕ.

Конкурса вĕренÿре, спортра, производствăра, наукăпа тĕпчев ĕçĕнче курăмлă ÿсĕмсем тунă пултаруллă вĕренекенсемпе тĕрлĕ отрасльте тăрăшакансем хутшăнма пултараççĕ. Мĕнле документсем пухса хатĕрлемелли пирки район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен пайĕнче тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелле, ыйтусем тупăнсан 19-мĕш кабинета /1 этаж/ пымалла. Документсене сентябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр çитермелле.

М.ВАСТУЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code