Тĕп больница ĕçченĕсем ГТО нормативĕсене пурнăçлассинче районта чи малтисенчен пĕрисем пулнăччĕ. Иртнĕ кунсенче вара тата 57-ĕн старта тухнă.
Елчĕкри тĕп лапам çумĕнчи паркра сывлăх хуралçисем 30, 2000 метра чупассипе, снаряд ывăтассипе, тăршшĕне сикессипе тата ытти енĕпе вăй виçнĕ.
«Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн юхăмне районта йĕркелесе пыракан Петр Смирнов палăртнă тăрăх, шурă халатлисем сывă пурнăç йĕркине пропагандăлани пуриншĕн те ырă тĕслĕх.