Вторник, 23 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Елчĕк шкулĕ гранта тивĕçнĕ

Елчĕк шкулĕ гранта тивĕçнĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн керменĕнче республикăри педагогсен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕ «Вĕрентĕвĕн пахалăхĕ – «Вĕренÿ» наци проекчĕ малалла ĕçлеме чĕнни тата унăн планĕсем» темăпа иртнĕ. Унта районăн сумлă делегацийĕ те хутшăннă.

Учительсен йăлана кĕнĕ канашлăвĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тухса калаçнă.

– Шанатăп, залра ларакан кашни çын паха пĕлĕвĕн пĕлтерĕшне ăнланать. Паян кирлĕ пĕлÿсĕр, хальхи йышши çĕнĕ технологисене алла илмесĕр çитĕнÿ тума çук. Наци проекчĕн тепĕр тĕллевĕ – ачаран пур енлĕ аталаннă, социаллă яваплăха туякан çын тăвасси. Кунта кашнин ролĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ачан пуласлăхĕ воспитательсемпе учительсен ăс-хакăлĕнчен, тавра курăмĕнчен, вĕсен чăтăмлăхĕнчен, тимлĕхĕнчен килет, – тенĕ Правительство Председателĕ.

2019 çулта вĕренÿ тытăмне аталантарма республика бюджетĕнчен 19,6 млрд тенкĕ уйăрнă. Чăваш Енре çĕнĕ садиксемпе шкулсем çĕкленеççĕ. Тĕрлĕ шайри вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнетсех, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсех пыраççĕ, вĕренÿ тата лаборатори оборудованине туянаççĕ.

ЧР вĕренÿ министрĕ Сергей Кудряшов сферăри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, çитĕнÿсем çинче чарăнса тăнă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пурнăçа кĕртмелли тĕллевсене палăртнă. Иртнĕ çултанпа республикăра «Наукăна – шкула» проект пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн 11 шкулти физика кабинетне хальхи йышши лаборатори оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. 15 шкулта – хими, тепĕр 15-шĕнче биологи кабинечĕсем çĕнĕ оборудованипе пуянланнă. Çак ĕçе университет преподавателĕсене явăçтарнăран шкул ачисем анлăрах пĕлÿ илеççĕ.

Канашлура нумай çул пуçаруллă та тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен хастар педагогсене наградăсемпе хавхалантарнă. Вĕсен йышĕнче Патреккелти тĕп шкулта чылай çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Енейкина та пур. Ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă. 20 вĕренÿ организацине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне /200 пин тенкĕ/ тивĕçнине ĕнентерекен свидетельство панă. Телейлисен шутĕнче Елчĕкри вăтам шкул пурри савăнтарать.

Сăн ÿкерчĕкре: И.Моторин, Л.Васильева, С.Кудряшов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code