Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юратар килти чĕр чуна

Юратар килти чĕр чуна

Выльăх-чĕрлĕх анчах мар, йытă-кушак тытакансен те яланах яваплă пулмалла. Килти чĕр чунсене вăхăтра регистрацилени пĕлтерĕшлĕ.

Вĕсене асаплантарма юрамасть. Йытăсемпе кушаксене хăйсен каяшĕсемпе хваттерсене, пусма площадкисене, путвалсене, пурăнмалли çуртсенчи тата ытти обществăлла вырăнсене, пĕрлехи картишсене, тротуарсене варалаттармалла мар. Таса марлăха асăрхасан çийĕнчех пуçтармалла-тасатмалла.

«Кампурсене» ятарласа уйăрнă вырăнсенче уçăлтармалла. Пурăнмалли çуртсенче тата пурте усă куракан вырăнсенче шăплăх хуçаланмалла. Патшалăх ветеринари учрежденийĕсенче тимлекенсем ыйтнипе анчăксемпе кушаксене тĕрĕслеттерме майсем туса памалла. Енчен те пĕчĕк туссем çынна е выльăх-чĕрлĕхе çыртрĕç пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр ветучреждение пĕлтермелле.

Çакна та астăвар: пусма площадкисенче, коридорсенче, путвалсенче «Кампурпа Мăр-мăра» тытма юрамасть. Вĕсене ача-пăча площадкинче, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен территорийĕсенче тата ытти обществăлла вырăнсенче уçăлтармалла мар. Йытăсене сăмсалăх тăхăнтартса пăявпа илсе тухмалла.

Чĕр чунсем кĕтмен çĕртен вилсен е выльăхсене урнă чир ерме пултарни сисчĕвлентерсен васкавлăн ветстанцие пĕлтермелле. Йĕркене пăссан Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин мерисемпе явап тыттараççĕ.

А.БЫКОВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин терапевт тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code