«Автотур» суту-илỹ центрĕнче яланах тирпей-илем хуçаланнине асăрхама пулать. Тĕрлĕ тĕспе ешерекен чечексем вара çурт умне те, ун тулашне те хăтлăх кĕртеççĕ. Евгения Кожевниковăпа Марина Цыганова тирпейлỹçĕсен, туалет пỹлĕмне тасалăхра тытакан Нина Чернован тăрăшуллă ĕçне пула хăтлă кунта. Вĕсем хăйсен ĕçне чунтан юратаççĕ, шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Евгения Кожевникова, сăмахран, кунта 10 çул вăй хурать.
— Тĕрлĕ вырăнта ĕçлеме пỹрчĕ мана шăпа, кирек ăçта та ĕçе юратни, ăна тĕплĕн пурнăçлама тăрăшни пулăшса пырать, — тет вăл уççăн.
Сăн ỹкерчĕкре: чечексене кăмăллакан Евгения Кожевникова вĕсене те тирпейлесех тăрать.
Е.ПЕТРОВА.