Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яваплăх – ăнăçу никĕсĕ

Яваплăх – ăнăçу никĕсĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухнă.

Уява – уяв пек

Çурла уйăхĕн 17-24-мĕшĕсенче республикăн тĕп хули – Шупашкар йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалласа пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти нумай иртнĕ. Шăматкун Атăл юхан шывĕ хĕрринче «Хăнасене тарават Чăваш Ен» фестиваль хăйĕн алăкĕсене уçнă. Унта кашни район вырăнта туса кăларакан ял хуçалăх продукцийĕсен куравне йĕркеленĕ, аваллăхпа çыхăннă ырă йăла-йĕркесемпе, юрă-ташăпа, кĕпе-тумтирпе паллаштарнă. Елчĕксем те историри иртнипе хальхине пĕрлештерсе пуян содержаниллĕ курав хатĕрленĕ. Ахальтен мар вĕсен «çурчĕ» умĕнчен çынсем татăлма пĕлмен. Хăнасем «Елчĕкри сыр тăвакан завод» сахал яваплă общество, Вăрăмхăвари Казначеевсен хушма хуçалăхĕ, Елчĕкри Сергей Краснов уйрăм пайтаçă тăратнă апат-çимĕçе тулли кăмăлпа ас-тивнĕ. Паллах, тавар ассортименчĕ куравра чылай пуян пулма пултарнă, енчен те «Елчĕкри çăкăр завочĕ», «Яльчикский коопторг» предприятисем, уйрăм предпринимательсем те хутшăнса тăрăшулăх кăтартнă пулсан.

Фестиваль хăйне евĕрлĕ пулăмпа та палăрса юлнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин унта Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Столбова /сăн ÿкерчĕкре варринче/ Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ ята çирĕплетекен свидетельствăпа медальне парса чысланă. Палăртса хăварар: Юрий Анатольевич тăван ялĕнче хăйĕн вăйĕпе часавай çĕкленĕ, палăкпа культура çурчĕ умĕсене хăтлăлатма тата ытти ĕçе тума хастар хутшăннă.

Мошенниксем çывăрмаççĕ

Елчĕк районĕнчи полици пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Эдуард Никонов кăçалхи çичĕ уйăхри оперативлă лару-тăрупа паллаштарнă май, тĕрлĕ ĕç-пуçа фактсемпе, цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Асăннă тапхăрта йывăр преступленисен шучĕ 10 çитнĕ пулсан, иртнĕ çул – 4. Ют пурлăха хапсăнни 16 /13/, обществăлла вырăнта сăра-эрех ĕçни 12 /2/ тĕслĕхпе танлашнă. Çапах та сăмах мошенниксен аллине çакланнисем пирки ытларах пычĕ. Чылай чухне, ытла та айван пулнăран, айăпĕ хамăртах мар-и? Массăллă информаци хатĕрĕсем кунашкал преступлени тĕслĕхĕсем пирки тăтăшах асăрхаттарса тăраççĕ пулин те, шульăксен капкăнне кĕрсе ÿкекенсен шучĕ ÿсет. Калăпăр, пĕри Интернет урлă йÿнĕ хакпа кроссовки е ытти япала сутни пирки пĕлтерÿ вулать. Пысăк шанăçпа палламанскерпе çыхăнать, укçине куçарса парать, анчах таварне кĕтсе илеймест. Виртуаллă суту-илÿпе кăсăкланса шар куракансене пĕр «вăрттăн сĕнÿ» çеç парас килет: кирлĕ кирек мĕнле япалана та лавккасенче те, пасарта та туянма пулать.

Технологи çĕнелсех пырать. Унпа пĕрлех ултавçăсен опычĕ те. Питĕ асăрханасчĕ.

7772 пин тенкĕ парăм

Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне тивĕçлĕ условисенче çитĕнтермелле, воспитани парса, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Çапах та, Елчĕк районĕнчи суд приставĕсен пайĕн начальникĕ Валерий Казаков палăртнă тăрăх, асăннă шухăша пурте ăса хывмаççĕ çав. Çакна вăл 2019 çулхи 7 уйăхăн пĕтĕмлетĕвĕнче уçса пачĕ. Алиментçăсен йышĕнче 106 çын, вĕсенчен саккăрăшĕ – ача амăшĕсем. Вĕсен шучĕ Аслă Пăла Тимеш /21 çын/, Елчĕк /20/, Çирĕклĕ Шăхаль /17/, Лаш Таяпа /14/ ял тăрăхĕсенче ытларах. Шыраса илмелли пĕтĕмĕшле парăм 7 миллион та 772 пин тенкĕ юлнă. Суд приставĕсем «ирĕклĕхе» юратакансемпе ĕçлемеççĕ мар. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăнура пулнă май, саккуна хирĕçлекенсене обязательнăй йĕркепе тĕрлĕ ĕçе явăçтараççĕ. Çав вăхăтрах 11 парăмçă тĕлĕшпе шырав ĕçĕсем йĕркеленĕ. Хăшĕ-пĕрин парăмĕ 300 пин патне кармашать. Хăçанччен таркăнсен йышĕнче пуласшăн-ши вĕсем?

Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтăва та хускатнă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code