Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хĕрлĕ автанран» сыхланар

«Хĕрлĕ автанран» сыхланар

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пушартан асăрхаттарас кун иртнĕ.

Çавна май патшалăх пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ С.Сардаев тата Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçи В.Григорьев ял тăрăхĕнче пулса суйлав участокĕсем вырнаçнă çуртсене тĕрĕсленĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе вĕсем Кÿлпуç ялĕнчи хуçалăхсенче те пулнă.

– Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Ялсенче çĕр улми кăларас ĕçе пуçăннă. Çак вăхăтра уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пулар, типнĕ курăк-тĕмсене тасатнă чух хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнар. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕнчен республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕнĕ, çавна май кирек хăш вырăнта та тип курăкпа çÿп-çапа çунтарма, кăвайт чĕртме юраманнине асра тытар, – палăртать Василий Григорьев.

Пушар синкерĕ пирки ачасене те ăнлантармалла, вĕсене вутпа вылясран асăрхаттарсах тăмалла. Пушарта «01», карас телефонĕ урлă «101», «112» номерсемпе шăнкăравламаллине асра тытар.

Е.КРЫЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Сардаев профилактика калаçăвĕ ирттерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code