Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти 9-мĕш класа ертсе пыратăп эпĕ. Ачасенчен питĕ ăнчĕ — 13-шĕ те маттур.

Шкул пурнăçĕ те вĕсен теветкеллĕхĕпе вĕресе тăрать тейĕн, пĕтĕм мероприятие ĕлкĕреççĕ. Чи пултаруллисене уйрăмах палăртса хăварас килет. Тимур Амасевпа Валерия Филимонова Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни те ахальтен мар.
Валерия пуçламăш класранпах вĕренỹ отличникĕ. Пурне те пĕлме ăнтăлаканскер пур çĕрте те хастар. Шкулти медиа ертỹçи вăл. Кирек мĕнле мероприятие видео ỹкерсе хăех монтаж ĕçĕсене пурнăçлать, шкулти телеграм ушкăна вырнаçтарать. Занятисем хыççăн Елчĕкри искусство шкулне гитара класне васкать. Ăслăлăхпа практика конференцийĕсене хутшăнни те малашлăхра кирлех тесе шутлать вăл. Иртнĕ çул, акă, тăван шкулта Геннадий Волков академик ячĕпе ирттернĕ регион шайĕнчи черетлĕ форумра вăл «Çемье — общество тĕрекĕ» номинацире çĕнтернĕччĕ.
Тимур та пур енĕпе те пултаруллă. Класра эпир Г.Волков калавĕсем тăрăх тăватă фильм ỹкертĕмĕр. Вăл кашнинчех тĕп сăнарсене калăплаканĕ. Аванах пулать унăн. Роле çăмăллăн кĕрсе кайма пултарать, чунпа вылять ăна.
Арçын ачан спортра та утăмĕсем çирĕпленсе пыраççĕ: вăл — кире пуканĕ йăтассипе, теннисла выляссипе округ çĕнтерỹçи. Уйрăмах йывăр атлетикăра çĕкленчĕ, Николай Молоствов обществăлла тренер ертсе пынипе шкул ачисем хушшинче республика чемпионĕ вăл.
Вĕренекенĕмсен хастарлăхĕ малашне те хĕмленсе кăна тăтăр.
Любовь АДЮКОВА,
класс ертỹçи.

