Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 90 çулхи профессионал

90 çулхи профессионал

Ĕçе тарăн пĕлекен, сăпайлă, тимлĕ, чăтăмлă, тарават. Çакăн пек çынсене хăйсен пурнăçне шанса панă пулĕччĕç. Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерăн фтизиатр врачне Иосиф Марголиса та.

Унăн ячĕ нумайăшне нимĕн çинчен та каламасть паллах. Шăпах 90 çул каялла Горькинче (халĕ Чулхула) çуралнăскер, вырăнти С.М.Киров ячĕллĕ патшалăх медицина институтне пĕтернĕ. 1960 çулта ăна направленипе Елчĕк район больницине терапевт тухтăр, рентгенолог тухтăр, фтизиатр тухтăр пулса ĕçлеме янă. Çулталăк вĕçĕнчех Чăваш АССР Сывлăх сыхлавĕн министерствин приказĕпе килĕшỹллĕн тĕп тухтăра çирĕплетнĕ, çав вăхăтрах юлашки икĕ должноçра та тăрăшнă.

Больницăн пĕтĕм çурчĕсене революциччен тунă, кăмакапа хутса ăшăтнă. Хальхи пек çутă пулман-ха. Территорири будкăри дизель-генератора каçсерен васкавлă операци вăхăтĕнче ĕçлеттернĕ. Ун пек чухне моториста, кỹршĕ ялта пурăннăскере, автомашинăпа кайса илнĕ. Хăш-пĕр чухне хирургпа юнашар санитарка çутта каялла тавăракан краççын лампипе усă курнă.

Иосиф Яковлевича, паллах, çакнашкал ĕç условийĕсем çырлахтарма пултарайман: «Çуртсене тăтăшлăх электричествăпа тивĕçтермелле». Тĕрлĕ инстанцисене çитсе ĕçе ăнтарнипе тата хăй тỹрремĕн ертсе пынипе 1961 çулта «Ильич лампи» çутса янă. Чи пĕрремĕш пурин савăнăçĕ тата çĕнтерĕвĕ!

Çивĕч ыйтусен шутĕнче трахомăпа кĕрешесси пулнă. Вăл çулсенче пĕтĕм тухтăр обязательнăй йĕркепе ку тĕлĕшпе куç чирĕсен республикăри ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче ятарлă пĕлỹ илнĕ. Сыватмăш ертỹçи хăй те каярахпа тĕнчипе палăрнă Святослав Федоров академик патĕнче вĕреннĕ.

Чи кирли — чирлисене тупса палăртасси, вĕсене сиплев ĕçне явăçтарасси тата чирлĕ çынран сывви патне куçакан чир вăчăрине тĕп тăвасси. Гигиена ыйтăвĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ун пек чухне. Кашни кил-çуртрах алăсене, пит-куçа çума çăвăнкăç, ал шăллисем пулманнине те йышăнмалла. Çакнашкал условисенче санитари пропагандине вăйлатнă, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем килсерен çỹресе йĕркеленĕ вăл ĕçе. Чирлисене больницăра çеç мар, килĕсенче те сипленĕ. Çине тăрса тăрăшни хăйĕн çимĕçне панă: трахома чирне çĕнтернех.

Ачасем вилнин кăтартăвĕпе Елчĕк районĕ республикăра малта пынă. Çавна май больница администрацийĕпе педиатр тухтăрсем вăтам медицина персоналĕпе пĕрле кашни вилĕм сăлтавне пĕрле тишкернĕ.

И.Марголис ертсе пынипе пуçласа механизациленĕ прачечнăй, каярахпа 30 койкăлăх терапи корпусĕн çурчĕсене хăпартнă. Кислород-эфир аппарачĕпе физиотерапи аппаратурине ĕçе кĕртни те — пысăк çĕнĕлĕх. Çĕрлехи дежурство вăхăтĕнче Иосиф Яковлевича ача çураттарассине те илме тивнĕ хăйĕн çине.

«Ютран» килнĕ тухтăр малтанхи кунсенченех чăваш чĕлхине ăса хывма пикеннĕ, пациентсемпе, уйрăмах ватăсемпе хутшăнассинче кирлех тесе шутланă. Врачăн авторитетне те ỹстернĕ çакă.

Пултаруллă ертỹçĕ тата сиплевçĕ çынсене хăй сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăннипе те тĕлĕнтернĕ, хăйне кура пропаганда та. Çуран, хĕлле йĕлтĕрпе чупнă, шывра ишнĕ. Ỹт-пĕве пиçĕхтерес тĕллевпе çăмăл тумтирпе çỹренĕ, сивĕ шывпа сапăннă. Хура мунчара çапăннă хыççăн Кĕçĕн Пăлара чăмса тухнă. Ку енĕпе хĕлле те йывăрлăх пулман. Ахальтен мар пулĕ пилĕк теçеткене çитсен ăна «Морж-ветеран СССР» ят парса чыс тунă.

Елчĕк больницинче 6 çул кăна вăй хунă пулсан та, ĕçĕсем курăмлă унăн. Тăрăшулăхне кура «çỹлелле» янă ăна: 1965 çулта республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансерĕн тĕп тухтăрĕн çумне çирĕплетнĕ. Унăн пуçарăвĕпе чирлисене хирурги меслечĕпе сиплессине вăя кĕртме тытăннă. 1968 çулта çеç ку тĕлĕшпе 252 операци тунă. Çĕнĕлĕхпе çыхăннă çитĕнỹсемшĕн коллектив РСФСР сывлăх сыхлавĕпе медицина ĕçченĕсен профсоюзĕн Тĕп комитечĕн премине тивĕçнĕ.

И.Марголис 1983-1993 çулсенче — диспансерăн рентген диагностикин уйрăмĕн заведующийĕ. Хальхи вăхăтра 90 çулхи сыватуçă хул шăмми диагностикин уйрăмĕн рентгенолог тухтăрĕ. Ăна «Ĕçре палăрнăшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code