Суббота, 25 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кĕр парнисем» уйăхлăх

«Кĕр парнисем» уйăхлăх

Паянтан республикăра ял хуçалăх продукцийĕсен «Кĕр парнисем» ярмăркки ĕçлеме пуçăнать.

Çак вăхăтра ятарлă лапамсенче ял хуçалăх таварне туса илекенсене суту-илÿ вырăнĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Хула çыннисен фермерсемпе хушма хуçалăх тытакансем туса илнĕ пахча çимĕçе, сĕт-турăха, йывăç-тĕм хунавĕсене тата ыттине те йÿнĕрех хакпа туянма май пур.

«Кĕр парнисем» ярмăрккă октябрĕн 6-мĕшĕччен ĕçлĕ. Район çыннисемпе ял хуçалăх кооперативĕсен хула çыннисене харпăр хăйĕн продукцийĕсене сутса кĕсьене хулăнлатма майсем пур. Шупашкарта ярмăрккăсене тăватă вырăнта йĕркелеме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code