Коммерци шутне кĕмен организацисене грантсем парса пулăшакан патшалăх тытăмĕ 2006 çултанпа ĕçлет. Грантпа çыхăннă конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 2018 çулта çамрăксемпе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртме 20,5 миллион тенкĕ уйăрнă.
2019 çулта çамрăксен проекчĕсен пĕр пайне /20 проект/ пурнăçлама 13 миллион тенкĕ уйăрĕç. «Çамрăксене социаллă ĕç-хĕле хăнăхтаракан «Перекресток» центр обществăлла организаци пурĕ 15 проект выляса илнĕ. 2018 çулта «Ачасем тата Интернет уçлăхĕ» проект 497285 тенкĕ çĕнсе илнĕ. Проект 2019 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçланĕ, пурĕ 20 муниципалитет пĕрлешĕвне явăçтарĕ.
Хальхи вăхăтра çул çитмен çамрăксен 95 проценчĕ пушă вăхăтне Интернетра ирттерни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе Чăваш Енре «Ачасем тата тĕнче уçлăхĕ» проект пурнăçланать. Вăл 3 юхăмран тăрать: «Ачасем Интернет çыхăнăвĕнче», «Интернет çыхăнăвĕнче – преступниксем» «Усаллăхран – ырăлăха». Çак проектăн тĕп тĕллевĕ ашшĕ-амăшне Интернетра ĕçлеме хăнăхтарса вĕсен урлă ачасене Интернет уçлăхĕнче хăрушсăрлăх йĕркисене вĕрентесси. Проекта пурнăçлама ачасемпе çамрăксен «Шкул ачисен Раççейри юхăмĕ», «Хĕрарăмсен канашĕ», «Ашшĕсен канашĕ» общество организацийĕсене те явăçтараççĕ. Енчен те сирĕн асăннă темăпа ыйтусем çуралсан проект ертÿçипе Лилия Маратовна Шакуровăпа 45-13-88, 8-919-677-83-73 номерлĕ телефонсемпе çыхăнма пултаратăр.