Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Эрех-сăра ĕçнĕ

Эрех-сăра ĕçнĕ

Райадминистраци çумĕнчи ачасене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче çĕрлехи вăхăтра çÿренĕ, çав вăхăтрах эрех-сăра тутаннă çул çитмен çамрăксен, ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕн ĕçĕсене пăхса тухрĕç.

Çĕрлехи вăхăтра çÿренĕшĕн, эрех-сăра тутаннăшăн айăпланакан 8-11-мĕш классенче пĕлÿ пухакан хĕр ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ лару иртекен пÿлĕме кĕрсе тăрсан комисси членĕсем, чăн та, тĕлĕнчĕç. Тĕрлĕ ыйту çуралчĕ вĕсен, хăйсем те ывăл-хĕр ÿстерекен ашшĕ-амăшĕн: «Мĕнле хăраман? Çак çап-çамрăк ачасене мĕншĕн çĕрлехи вăхăтра салтакран таврăннă 20-22 çулсенчи йĕкĕтсемпе автомашинăсем çине ларса Тăрмăша çити çуралнă куна паллă тума кайма ирĕк панă эсир? Çула çитмен çамрăка çĕрлехи вăхăтра çÿреме чаракан саккун сире пырса тивмест-им вăл? Ачăр вăхăтра киле таврăнмасан мĕншĕн шăнкăравласа ыйтса пĕлместĕр, мĕншĕн кайса илместĕр вĕсене? Мĕнле чĕрепе ларатăр килĕрте? Енчен те инкек сиксе тухнă пулсан?..».

Инкекĕ, чăн та, пĕр хĕр ачапа пулнă-ха. Савнийĕсен тусĕн тата юлташĕн çуралнă кунне паллă тума хутшăннă тĕрлĕ ялта пурăнакан çул çитмен 11 ачаран /8 хĕр ача та 3 арçын ача/ пĕр хĕр ача сăра тата шампань эрехне ĕçнĕ хыççăн аптраса Елчĕкри тĕп больницăнах лекнĕ. Эрех-сăра тутаннă тепĕр 2 хĕр ача вара ирпе 3 çурăчченех уявра пулнă. Çак 3 ачана комисси членĕсем учета илчĕç тата вĕсене пăхса-асăрхаса тăма обществăлла воспитательсене çирĕплетрĕç. 11 ачаран ыттисене полици сотрудникĕсем вăхăтра асăрхаса килĕсене леçсе хăварнă, пурне те çирĕп асăрхаттарнă.

– Инкек вăл пĕрре пулать, пĕчĕк япаларан пуçланать. «Чанне» паянах çапмалла – кăштах эрех-сăра тутаннипе нимĕн те пулмасть-ха тесе лăпланма юрамасть. Енчен те çакăнта пухăннă ачасем хăйсемшĕн тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумасан, малашне те хăйсене çапла ирĕклĕ туйсан, ашшĕ-амăшĕ вĕсене çирĕп тытмасан инкек пуласси куç умĕнчех. Хамăрăн малашлăха таптаса хурас марччĕ. Паян комиссине учета илнĕ хĕр ачасен хушамачĕсем тĕтре пек сирĕлмеççĕ – базăри документсем çинче упранса юлаççĕ. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе аслисен тимлĕ пуласчĕ, вĕсене инкекрен тата тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен упрасчĕ, – ачасем тата ашшĕ-амăшĕ патне çак шухăшсене çитересшĕн пулчĕ кашни комисси членĕ ларура.

Ашшĕ-амăшĕ тата ачасем! «Комендант сехечĕ» вăхăтĕнче – хĕлле 22 сехет, çулла 23 сехет хыççăн урамра е обществăлла ытти вырăнта çÿреме юраманни пирки асрах тытăр. Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть.

Л.ЕГОРОВА,
районти полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code