Тăван тавралăх историйĕпе кăсăкланнă май çакна лайăх асăрхарăм: чылай килте хăйсен çемйин архивĕсенче аслашшĕ-асламăшĕсенчен тăрса юлнă хаклă та кăсăклă документсем упранаççĕ. Анчах хальхи çамрăксем вĕсен пĕлтерĕшне ăнлансах каймаççĕ.
2016 çулта Акчел ялĕнчи Владимир Московский таврапĕлÿçĕ мана Шупашкарта пурăнакан М.Антиповăпа паллаштарчĕ. 84 çулхи Маргарита Павловна Елчĕк районне пуçласа яракансенчен пĕрин, 1920 çулта районти парти комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ, 1932-1937 çулхи июль уйăхĕччен Чăваш Республикин ВКП/б/ обкомĕн секретарĕ пулнă Яков Андреевич Андреев мăнукĕ.
Я.Андреев 1888 çулта Элекçей Тимеш ялĕнче çуралнă. Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисене хутшăннă. 1937 çулта ăна айăпсăр тĕрмене лартнă. 1957 çулта реабилитациленĕ.
Маргарита Павловна Яков Андреевич докуменчĕсене упраканĕ. Унăн архивĕпе паллашнă май манăн алла сакăр хут листи çине çырнă «Страничка из воспоминаний о Михаиле Кузьмине» /Çеçпĕл Мишши/ лекрĕ. Ăна вăл 1974 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче çырса пĕтернĕ.
Кăçалхи ноябрь уйăхĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитет. Михаил Кузьмин 1918-1919 çулсенче Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Теччĕ хулинче учительсене вĕрентсе хатĕрлекен семинаринче вĕреннĕ. Унта пулнă май вăл хальхи Елчĕк районне кĕрекен ялсенчи нумай ачапа паллашнă, пĕрле вĕреннĕ. Вĕсен йышĕнче Иван Ильич Золотников /Аслă Елчĕк/, Зинаида Петровна Сусмет /Кивĕ Эйпеç/ тата ыттисем.
Вăтăр çулхи Яков Андреев 1918 çулта Теччĕ хулинче уесăн çут ĕç пайĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Унта ĕçленĕ май вăл пулас чăваш поэчĕпе паллашнă, унпа час-часах тĕл пулнă.
Хăйĕн аса илĕвĕнче вăл тĕрлĕрен пухусем ирттерни çинчен çырать. Вĕсенче Çеçпĕл Мишшипе юлташĕсем тухса калаçнă.
1919 çулта Я.Андреева çут ĕç пайĕн шкул тулашĕнчи заведующине лартаççĕ. Çакăн хыççăн вăл Михаил Кузьминпа тата çывăхрах паллашнă. Çак пай çумĕнче ?подотдел/ тĕрлĕрен кружоксем ĕçленĕ. Михаил Кузьмич унта та хастар хутшăннă.
Уйрăмра пуянсемпе купцасенчен туртса илнĕ нумай кĕнеке, музыка инструменчĕсем, рояльсемпе пианиносем таранах, гимнастика тумалли хатĕрсем пулнă. Кĕнекисене библиотекăна панă.
Çав вăхăтра М.Кузьмин хăйĕн юратăвĕпе – библиотека заведующийĕпе – Анастасия Петровна Червяковăпа çывăх паллашнă. 1921 çулта Çеçпĕл Мишши çак юратăвне аса илсе «Çунатăп ачашшăн, Сана чуптăвасшăн» сăввине çырнă.
1919 çулта Теччĕри учительсем вĕрентсе хатĕрлекен семинаринче, унтан маларах Кивĕ Эйпеç ялĕнчи чиркÿре 1881 çултанпа вăй хунă, вăл вăхăтра завхозра Алексей Васильевич Рекеев ĕçленĕ. Ăна унта ĕçлеме семинари директорĕн çумĕ О.Афанасьев чĕнсе илнĕ. Директор Афанасьевпа Рекеева семинаристсене Турă саккунне вĕрентме тесе шут тытнă. «Çĕнĕлле» пурăнас текен çамрăксене вара, вĕсен шутĕнче М.Кузьмина та, çакă килĕшмен. Вĕсем уес пуçлăхĕсем патне кайнă. Çак ĕçсем пиркиех çÿлте асăннă çынсен, вĕсен шутĕнче çитмĕл çултан иртнĕ А.Рекеевăн та, семинаринчен тухса кайма тивнĕ.
Теччĕре ĕçленĕ вăхăтра Яков Андреевич Çеçпĕл Мишшине «Хĕр йĕрри» ятлă кĕнеке парнеленĕ. Çак кĕнекене вуласа тухнă хыççăн поэт хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерме Элекçей Тимеш чăвашĕ патне час-часах килме пуçланă.
С.ЕГОРОВ.