Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

ЖКХ ыйтăвĕсемпе – йышăну

2019 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен Елчĕк район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче райадминистрацин представителĕсем, энергипе тивĕçтерекен организацисен ертÿçисем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи саккунсене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусемпе халăха йышăнаççĕ.

Ыйтусем пулсан халăха маларах 2-50-05 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа çырăнма ыйтатпăр.

С.ФИРСОВ,
район прокурорĕ.

Грант ĕçе кĕрет

2018 çулхи социаллă-экономика ĕç итогĕсем тăрăх пирĕн район Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 12 миллионлăх грантне тивĕçни çинчен хыпарланăччĕ ĕнтĕ.

Ĕçри хастарлăхпа çĕнсе илнĕ укçа-тенке тĕллевлĕ усă курма пуçланă та ĕнтĕ. «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество строителĕсем хальхи вăхăтра район центрĕнчи тĕп лапама асфальт сараççĕ. Паян вĕçлеме палăртнă. Çывăх кунсенчех Беляев, Октябрь, Парк урамĕсенчи автомобиль çулĕсем çĕнĕрен асфальтпа витĕнĕç.

Шкулсенче, çемьесенче пулаççĕ

Полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсем шкулсенче, йывăр çемьесенче час-часах пулса профилактика калаçăвĕсем йĕркелеççĕ.

Елчĕк районĕнчи полици пайĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенинче хальхи вăхăтра çул çитмен 11 ача, ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан 14 çемье /вĕсенче çул çитмен 32 ача çитĕнет/ учетра тăраççĕ.

Тĕл пулусен вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çул çитменнисене хăйсен прависемпе тата тивĕçĕсемпе паллаштараççĕ, киревсĕр йăла-йĕркерен упранас темăсене хускатаççĕ.

Л.ЕГОРОВА.

Тыл ĕçченĕ 95 çулта

Энтепе ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ Анфиса Александровна Гаврилова çак кунсенче 95 çул тултарнă.

Сумлă юбилейпе ăна Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев саламланă, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне парса чыс тунă.

Кинеми çак ялтах çуралса ÿснĕ, ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра тăрăшнă. Пĕр ял хĕрне Николай Гаврилов куç хывнă. Çемье тĕвĕлесе 12 ача çуратнă мăшăр, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра Анфиса Александровна Василий ывăлĕпе пурăнать, 17 мăнукĕ тата 25 кĕçĕн мăнукĕ кинемин куç тулли савăнăçĕ.

Волонтерсем те хутшăнччăр

Чăваш Енре право йĕркине пăсассине асăрхаттаракан комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Ларăва видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕрен унта хула округĕсен тата муниципалитет районĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле вырăнсенчи йĕрке хуралĕн органĕсен, профилактика субъекчĕсен представителĕсем те хутшăннă. Калаçу кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем тавра йĕркеленнĕ: ачасене çапкаланса çÿресрен, право йĕркине пăсасран асăрхаттарассипе тата общество йĕркелĕхне тытса тăрассипе, преступноçа хирĕç кĕрешессипе çыхăннă программăсене пурнăçа кĕртесси; право йĕркине пăсасран асăрхаттарас ĕçе волонтерсене явăçтарасси.

Кунтах ытти çивĕч ыйтусене те хускатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code