Четверг, Октябрь 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Налука вăхăтра тÿлемелле

Райадминистрацин пуçлăхĕ çумĕнчи Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, «ĕç укçине конвертпа» тÿлессине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ.

Унта Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ертÿçи Вячеслав Антонов, районти уйрăм предпринимательсемпе пĕчĕк тата вăтам предприятисен ертÿçисем хутшăннă.

Ларура бюджет тÿлевĕсене, налука вăхăтлă тÿлессипе тата пуçтарассипе, ĕçченсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар ĕç укçипе тивĕçтерессипе çыхăннă темăсене пăхса тухнă, ытти çивĕч ыйтусене тишкернĕ.

Пĕрлехи вăйпа

Елчĕк район прокуратуринче районти право хурал органĕсен ертÿçисен координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ.

Ларăва хутшăннисем право хуралĕн тата контрольлекен органсем наркомание хирĕç кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçланине тишкернĕ.

Пуçтарăннисен умĕнче тĕрлĕ темăпа Елчĕк район прокурорĕ С.Фирсов, ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн районти полици пайĕн ĕçченĕсем, Следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн, районти суд приставĕсен службин представителĕсем тата ыттисем те тухса калаçнă.

Ларура наркомание хирĕç кĕрешес ĕçе вăйлатмаллине, ку енĕпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртса пĕрлехи мероприятисен планне йышăннă, яваплă çынсене палăртнă.

Салтак ретне тăрĕç

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра кĕрхи призыв кампанийĕ пуçланчĕ.

– Çак тапхăрта çар ретне Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕ урлă 40 ачана яхăн тăратма палăртатпăр, – пĕлтерет граждансене призывпа çар службине тăма хатĕрлекен уйрăм начальникĕ Ирина Козлова.

Елчĕк районĕнчен кĕрхи призывра 20 яхăн çамрăк салтак атти тăхăнма хатĕрленет.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code