Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм»

«Учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм»

Çĕр тĕрлĕ професси уявĕсем хушшинче пуринчен те уйрăлса тăраканни – Вĕрентекен кунĕ. Эпир хамăр ĕçпе, профессипе кам пулар – пурте камăн та пулин вĕренекенĕ пулнă. Çавăнпа та педагог профессине суйланă çынсен ĕç-хĕлне хамăра май хаклама пултаратпăр.

Хальхинче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çитсен тÿрех чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Кузнецовăпа тĕл пултăмăр. Пиллĕкмĕш класра хĕрсех урок пырать. Надежда Михайловна ачасене ĕлĕкхи чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсен кил-çуртĕнчи япаласен ячĕсемпе паллаштарать. Умрах хресчен кил-çуртне сăнланă панно: йывăç сĕтел-пуканран пуçласа кăмака, урай кашми таранччен унта.

– Ачасем ĕлĕкхи çуртри япаласене пĕлмеççĕ, ятарласа хатĕрленĕ декорацинче вара курма, тытса пăхма пулать, – тет учительница.

Тăван чĕлхепе литературине ертсе пынисĕр пуçне Надежда Михайловна ачасене тăван ен культурине вĕрентет. Класра шăплăх хуçаланать. Пиллĕкмĕшсем учителе куçран пăхса, çăвар карса итлеççĕ, хушăран кăна мĕн кăсăклантарнине ыйтса пĕлеççĕ. Педагогăн çепĕç те ăшă калаçăвĕ чуна ăшăтать, ырă тĕслĕхсемпе çирĕплетекен чĕрĕ урок кăмăла кайни куçкĕрет. Кашни урока интереслĕ, хăйне евĕр йĕркелет вăл. Акă ачасем киле парса янă ĕçсене кăтартаççĕ. Учительсен уявне сăвăсем шăрçаланă. Хăшĕсен лайăх, теприсен сăвă виçисене ларайман… Надежда Михайловна кашнийĕн ĕçне тĕплĕн тишкерчĕ, сĕнÿ-канаш пачĕ. Злата Федорова, Василиса Маркова, Таня Васильева хăйсен сăввисемпе паллаштарчĕç.

Часах шăнкăрав шăнкăртатрĕ. Урок вĕçленнĕ пулсан та вĕренекенсем ăш пиллĕ учитель çумĕнчен кайма васкамаççĕ, тем ыйтаççĕ, канашлаççĕ. Надежда Михайловнăн вĕренекенĕсем тăван чĕлхепе литература предмечĕпе районта, республикăра кăна мар, тĕнче шайĕнчи олимпиадăра, тăван ен культурипе регионта палăраççĕ. Республикăри «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра та унăн вĕренекенĕсем маттур. Вĕрентекен тăван чĕлхен сăмахлăхĕпе, культурипе, унăн пуласлăхĕпе интересленекен ачасене коридорта тĕл пулсан та ыйтусем парса вĕсен хуравне илме тăрăшать, килте чухне телефонпа шăнкăравласа пĕр-пĕр темăпа калаçма вăхăт шеллемест. Уроксем хыççăн, кружоксенче тăван чĕлхепе уйрăмах пысăк тавра курăмлă ачасемпе уйрăммăн ĕçлессине тĕпе хурать. Пултаруллă педагог шкул чысне кăна мар, районăн ят-сумне çÿллĕ шая çĕклени уйрăмах курăмлă. Анчах та ăна юлашки çулсенче ачасен калаçăвĕ вырăсланни тарăн шухăша ярать. «Капла пулсан мĕн патне çитсе тухăпăр?» – тет вăл.

…Надежда Патăрьел районĕнчи Сител ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен ял хĕрĕ студентсен «Мерчен» ансамблĕпе тăван тăрăха концерт лартма килсен ăна ачаран юратнă математика предметне тăван чĕлхепе улăштарма хистенĕ. Çапла вара вăл ЧПУн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕн студентки пулса тăнă. Шкултах обществăлла ĕçре харсăрлăхĕпе палăрнă хĕре кунта та комсомол организацийĕн секретарьне суйланă, «Мерчен» ансамбльте пултарулăхне ÿстернĕ. Районти шкул ачисем хушшинче çуран чупса Надьăна хăваласа çитекенни пулман. Аслă шкулта та тантăшĕсенчен чи малтан спорт секцине çырăннă. Хастар комсомолкăран, вăрман сывлăшĕпе, илемĕпе пиçсе çитнĕ хитре пикерен пĕр факультетрах вĕренекен Курнавăш каччи Петр Кузнецов куç илеймен. Студентсем вĕреннĕ вăхăтрах çемье çавăрнă, диплом илсен тăван тăрăха таврăннă.

Чи малтанах Тĕмер шкулĕнче ĕçленĕ çамрăк педагогсем. Пурнăç çулĕ вĕсене тăван яла илсе çитернĕ. Петр Васильевич чылай çул хушши истори предметне вĕрентрĕ, шкул коллективне ăнăçлă ертсе пычĕ. Вăл философи наукисен кандидачĕ.

Надежда Михайловна пĕр вăхăт Çĕнĕ Пăвари ача садĕнче воспитательте, 10 çул Курнавăш шкулĕнчи Чăваш патшалăх университечĕн лицей класĕнче методистра тăрăшрĕ. Унтан социаллă педагог тивĕçне яваплăхпа пурнăçланă. Çав вăхăтрах ăна хăй суйласа илнĕ специальноçпа сехетсем уйăрса панă. Социаллă педагогсен районти конкурсне тулли кăмăлпа хутшăннине палăртмасăр иртмерĕ вăл.

Надежда Михайловна вĕрентекен хисеплĕ те сăваплă, çав вăхăтрах яваплă ĕçне чунтан пурнăçланипе кăна палăрмасть. Вăл юратнă мăшăр, хаклăран та хаклă анне, юратнă кукамай-асанне пулнипе те мухтавлă. Кузнецовсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, вĕрентсе аслă пĕлÿ панă. Педагогсен çемйинче кун çути курнăскерсем çирĕп пĕлÿпе пĕрлех тивĕçлĕ воспитани илсе ÿснĕ. Виççĕшĕ те Кузнецовсен ятне ямаççĕ. Асли, Татьяна, Мускавра терапевт тухтăрта тăрăшать. Алеша та çĕршывăн тĕп хулинчех тымар янă. Программист. Сергей Саратоври юридика институтĕнче пĕлÿ илсе прокуратурăра ĕçленĕ. Халĕ Раççей çарĕнче службăра тăрать. Ачисемпе виçĕ мăнукĕ тăван киле отпуска е курма килсен Надежда Михайловна кухньăран тухаймасть. Апат-çимĕç пĕçерме ăстаскер, хĕрĕпе ывăлĕсене, пĕчĕк мăнукăсене килте мĕн пуррипе хăналасшăн ăнтăлать. Мĕн кăна лартса ÿстермеççĕ ÿркенмен учительсем хăйсен хушма хуçалăхĕнче. Çитменнине вăрман варринчи ялта çитĕннĕ хĕр тăван тăрăха кайсан унти ырлăхран куç илеймест: кăмпа тăварлать, тĕрлĕ çырла пуçтарса варени нумай хатĕрлет. Хăйсем валли кăна мар, тăван-хурăнташĕсене те çитет. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытнăран аш-какайĕ те ытлă-çитлĕ. Пахчари кану кĕтесĕнче шăкăл-шăкăл калаçса канаççĕ вара тăвансем. Тăванлăха хаклакан хĕрарăм Надежда. Пушă вăхăтра кĕнеке вулать, компьютерти çĕнĕлĕхсене алла илет. Чун канăçне тĕрĕ тĕрлессинче те курать вăл. Унăн ĕçĕсенчен пысăк курав йĕркелеме пулать. Алă ĕçĕсене тус-тантăшĕсене, тăванĕсене парнелет.

– Тепĕр хут çуралса алла професси илме тивсен те эпĕ учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм. Чуна çывăх ĕç ку маншăн, – вĕçлерĕ калаçăва ачасен юратнă вĕрентекенĕ – ял çинче ят-сума тивĕçнĕ Надежда Михайловна.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Кузнецова пиллĕкмĕшсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code