Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ĕмĕр тăршшĕпех чĕрери çыннăмăрсен уявĕнче

Ĕмĕр тăршшĕпех чĕрери çыннăмăрсен уявĕнче

Çут тĕнчене килнĕ кашни çын шкула çÿренине час-часах аса илет, пурнăçри пĕрремĕш ăс-хакăл никĕсне хывма пулăшнă, пĕлÿпе воспитани панă воспитательсемпе учительсене ĕмĕр тăршшĕпе чĕрере упрать. Ку вăл çапла пулмалла та: хамăрăн чи çывăх тăван пек пулса тăнă педагогсен çăмăл мар ĕçне хакламасăр май çуках. Ытларах хăçан аса илетпĕр-ха эпир вĕсене? Паллах, професси уявĕнче.

Районти централизациленĕ клуб тытăмĕн залне пуçтарăннă педагогсемпе воспитательсене пăхса ытармалла мар: пĕринчен тепри илемлĕ, хăйсен çăмăл мар профессине юратнăран кашнийĕн куçĕсем йăл кулăпа çиçеççĕ, ĕçлес кăмăлĕ талпăнса тăни, ачасене юратни сисĕнет. Паян вĕсен ячĕпе ăшăран та ăшă сăмахсем нумай янăраççĕ, вĕсене саламлаççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш уйăхĕнче иртекен уяв малашне тулли кăмăлпа ĕçлеме хистекен паллă пулăм тесен те йăнăш мар.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый районти кашни вĕрентекенпе воспитателе пысăка хурса хакланине, вĕсем кулленхи ĕç-хĕлĕпе районта кăна мар, республикăра, Раççей шайĕнче пысăк ÿсĕмсем тунине, тăрăшулăхпа палăракан районти кашни иккĕмĕш учитель патшалăх е ведомство наградисене тивĕçнине палăртрĕ. Учительсен республикăри уявĕнче Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Николай Чернов учителе «Раççей Федерацийĕн çутĕçпе воспитанин хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна, Олег Осипов учителе 200 пин преми пани Елчĕксен тепĕр пысăк çитĕнĕвĕ.

Педагогсен сумлă уявне Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Романова хутшăнчĕ. Вăл ăшă саламĕпе пĕрле вĕренÿре, ачасемпе çамрăксене воспитани панă çĕрте пысăк тÿпе хывакан тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен Елчĕкри вăтам шкулти директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Владимир Баймушкина, Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулти Виталий Марков учителе, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методистне Марина Черновăна «Раççей Федерацийĕн çут-ĕçпе воспитанин хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа, ÿссе пыракан çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Елчĕк шкулĕнчи физкультура учительне Сергей Александрова, Кушкă шкулĕнчи Зоя Антонова воспитателе, районти психологипе педагогика тата медицинăпа социаллă пулăшу центрĕн директорне Ирина Кузьминăна, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи директорăн вĕренÿпе воспитани ĕçĕн çумне Оксана Мясниковăна ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Пăвари, Кушкăри кĕçĕн классен учителĕсем Любовь Григорьевăпа Людмила Портнова асăннă министерствăн Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Сăваплă професси çыннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕ, учительсене пархатарлă ĕçсемшĕн тав тунă май Елчĕкри директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Ольга Кузьминăна, Кушкăри кĕçĕн классен учительне Алевтина Садовниковăна, Лаш Таяпари Наталья Самсонова повара, Елчĕкри ют чĕлхесен учительне Екатерина Сергеевăна район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.

Уявра тĕрлĕ шайри наградăсене илекенсем йышлăн пулчĕç. Ĕç опычĕ пуçтарăнса, çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре курăмлă кăтартусем тăвакан кашни воспитательпе педагогăн ĕçне тивĕçлипе хаклани уйрăмах кăмăла çĕклерĕ. Ырми-канми тăрăшакансене, ачасене анлă пурнăç çулĕ çине тухма тивĕçлĕ пĕлÿ паракансене хисеп туни савăнтарать, паллах.

Уяв мероприятине Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсемпе воспитанникĕсем савăнăç кÿчĕç.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: хисеплĕ ята тивĕçнисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code