Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăйлă çар — вăйлă Раççей

Вăйлă çар — вăйлă Раççей

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи указĕнче çĕршыври Хĕç-пăшаллă Вăйсене тĕреклетес тата модернизацилес тĕлĕшпе çирĕп тĕллевсем палăртнă. Ултă çул хушшинче нумай ĕç пурнăçланă — хальхи йышши çар хатĕрĕсемпе тивĕçтересси 60 процента çитнĕ. Раççейĕн çар хăвачĕ, опычĕ çỹллĕ шайра пулнине Сирире террористсене хирĕç ирттернĕ операцисен ăнăçăвĕ те çирĕплетет.

Чăваш Республикинче пысăк çар чаçĕсем юлман пулин те, указра палăртнă хушусемпе килĕшỹллĕн хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлаççĕ-ха кунта.

Çĕршыв оборонине тĕреклетессинче Чăваш Ен ытларах çар продукцийĕсем туса кăларас тĕлĕшпе тимлет. Оборонăпа промышленность комплексĕн реестрне çичĕ предприятине — «ЭЛАРА», «Электроаппарат», «В.И.Чапаев ячĕллĕ», «Электроавтомат», «Электроприбор», «КАФ», «5 Арсенал» заводсене кĕртнĕ.


«Пирĕн хамăрăн çĕршыва тулашри кирек мĕнле çарпа политика хĕсĕрлевĕнчен, агрессирен хăрушсăрлатмалла. Çавна май Хĕç-пăшаллă Вăйсене модернизацилесси тĕп тĕллев пулса юлать».

Раççей Президенчĕ В.В.Путин.


Ку вăл — пирĕн предприятисен пахалăх палли. Яваплă ĕçри пĕтĕм технологи процесне ятарлă комисси контрольлесе тăрать. Кашни продукци хăйĕн стандартне тивĕçтермелле. Паллах, туса кăларакан çар хатĕрне вăрттăнлăхра упраççĕ пулин те, тинĕс-çар флотĕнче, авиацире, космос аппарачĕсемпе ракетăсенче, транспорт хатĕрĕсенче, энергетикăра, çыхăнура тата ытти сферăра унпа усă курни уçăмлăхра паян. Чăваш Енĕн хăш-пĕр çар «çимĕçĕсемпе» ют çĕршывсем те танлашаймаççĕ.

Çар вăл — паянхи чаплă техника кăна мар. Чи малтанах — мораль, психологи тата вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕпленнĕ, çар тĕллевне тивĕçлĕ пурнăçлакан салтак та. Воспитанин çак пахалăхĕсене тĕпе хурассипе те тимлĕх уйăраççĕ республикăра.

Чăваш çĕршывĕнче 1968 çултанпа, пĕр çул сиктермесĕр, — «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен финалне йĕркелеççĕ. Унăн пĕтĕм тапхăрĕнчи конкурсĕсене 30 пин ытла ачапа çамрăк хутшăнать. Ĕçĕн пахалăхĕ Республикăри Çар комиссариачĕпе нумай çул тухăçлă çыхăнса ĕçленинче те.

2016 çулта Чăваш Ен «Юнармия» уйрăмне йĕркеленĕ регионсен йышне кĕчĕ. Паян хуласемпе муниципаллă районсенчи вĕренỹ учрежденийĕсенче 4 пин ытла çамрăк армеец — 100 процент.

Юлашки çулсенче шырав юхăмĕ вăй илсе пырать. Паянхи кун тĕлне 29 отряд ĕçлет: Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вырăнĕсенче пулса çĕршыв хỹтĕлевçисен асăмне упраса хăварас тесе экспедицисем йĕркелеççĕ. Юлашки виçĕ çулта шыравçăсем 210 вилнĕ салтак ỹтне тупса палăртнă. Иртнĕ çултанпа асăннă отрядсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçеççĕ.

Раççей Президенчĕн хушăвĕсене пурнăçланă май, республикăра çитĕнекен ăрăва пуçламăш çар пĕлĕвĕ парассипе те курăмлă пĕтĕмлетỹсем пур: çулсерен 5,5 пин шкул ачипе студент вĕренỹ сборне хутшăнать.

Кадет юхăмĕ сарăлса пыни те çамрăк ăрура патриотизм, чыс, çынлăх енĕсене çирĕплетме май парать. 23 муниципалитетра халĕ 114 кадет класĕ тата 4 кадет шкулĕ. Çарпа патриотла воспитани центрĕ, паллах, Атăлçи федераци округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ шутланать. Кăçал унта, Раççей оборона министрĕ Сергей Шойгу контрольлесе тăнипе, çĕнĕ вĕренỹ комплексĕ хута каймалла.

Тата пиншер ача кулленех тĕрлĕ спорт секцийĕсене, техника кружокĕсене çỹрет. Тĕлĕнме кирлĕ мар: паян чăваш каччисем контракт йĕркипе те Хĕç-пăшаллă Вăйсенче хỹтĕлевçĕ тивĕçне пурнăçлаççĕ — 11 пине яхăн. Çулсерен призыв шучĕпе çар ретне тăракансен йышĕ те 100 процентпа танлашать. Чăваш çамрăкĕсене Кремль полкне тăтăшах йышăнни те вĕсен кăмăл-сипетлĕхĕ ỹссе пыни çинчен калать.

Чăваш Енре Президент хушăвĕсем пурнăçланса пыни куçкĕрет. Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе, хисеплĕ ентешсем!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code