Çĕр-аннемĕр ырлăхĕпе пĕлсе тата туллин усă куракан «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кашни çул, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, тухăçлă тыр-пул алла илеççĕ. «Сарă ылтăн» кăçал та пÿлме тулли – 1 гектар пуçне шутласан 40 центнер ытла! Кĕркуннехи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май Юрий Мясников председательтен хăш-пĕр ыйтусем çине хурав пама ыйтрăмăр.
– Вырмара ăмăртса ĕçленин кăтартăвĕсемпе, Юрий Вячеславович, иртнĕ çул та сирĕн хуçалăх малтиччĕ.
– Çапла. Куçса çÿрекен ялава тата диплома тивĕçлĕ пултăмăр. Çитĕнÿ – уй-хир хуçисен тивлечĕ, вĕсен ырми-канми тăрăшулăхне пула килнĕ вăл. Хальхинче те шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларчĕç вĕсем – пĕрре çĕнсе илнĕ ят-сума çĕре ÿкермерĕç. Валерий Сергеев, Михаил Петров, Дмитрий Егоров комбайнерсем хăйсене шанса панă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине тата вĕсен пысăк ăсталăхĕ çут çанталăк кăларса тăратнă çăмăлах мар лару-тăрура та ĕçе тухăçлă йĕркелеме май панине йышăнатпăр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлес ĕç вĕçленнĕ хыççăн виççĕшĕ те, иртнĕ çулхи пекех, «хурçă утсем» çине ларса кĕрхи çĕртме тума хутшăнчĕç. Вячеслав Мясниковпа Сергей Баймушкин /вĕсем те икĕ ĕçре ĕлкĕрсе пычĕç – «КСУ-1» жаткăпа тыр-пула вырса паккусене кушăхтарма хыврĕç/, Алексей Чернов, Александр Филимонов, Анатолий Гаврилов та çитес çулхи тыр-пул никĕсне хывас ĕçре хастарлăхпа палăрчĕç. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркелени те усăллă – ĕç тухăçлăхĕ пысăк пулчĕ. 790 гектар лаптăкра кĕрхи çĕртме тăвассине юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме пултартăмăр.
Алексей Чернов, Анатолий Гаврилов, Анатолий Багадеров, Сергей Афанасьев водительсен пархатарлă ĕçне те тивĕçлипе хаклатпăр.
– Çут çанталăк та ял çыннин чăтăмлăхне кашни çул çирĕп тĕрĕслет.
– Çу тапхăрĕнчи çанталăк çумăрлă, сулхăн пулни, пĕр енчен илсен, ÿсен-тăран культурисене ÿссе çитĕнме лайăх услови туса пачĕ. Тыр-пул тухăçĕ иртнĕ çулхинчен пысăкрах пулни те çакнах çирĕплетет. Хĕрÿ ĕç çи пуçламăшĕнчи йĕпе-сапана, çут çанталăка сăнакансем те çумăрсăр кунсем пуласса шантарсах кайманнине тĕпе хурса чи йывăр условисенче ĕçлеме хатĕрлентĕмĕр. Чăннипе, апла та пулмарĕ. Çанталăк ял çыннин шухăш-кăмăлне пĕлнĕ пекех – уяртрĕ. Ун хыççăн ĕçе кал-кал йĕркелесе пыма май пулчĕ. Йывăрлăхсем хыçа юлнă хыççăн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме уйрăмах кăмăллă. 625 гектар йышăннă лаптăкри пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене малтан палăртнă ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, кĕске вăхăтра пухса кĕртме пултартăмăр. Тыр-пул тухăçĕ те савăнтарать, кăçал кĕлетсем иртнĕ çулхинчен те туллирех.
– Ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр?
– Тыр-пул никĕсне агротехника ыйтнине пăхăнса хывса хăварнинчен, вĕсене çитĕнтерессинче минераллă удобренисемпе, чи лайăх вăрлăхсемпе усă курнинчен нумай килет. Апла пулин те, кадрсен çирĕплĕхĕ – тĕп вырăнта. Мĕншĕн тесен çынна нимĕнле техника та улăштараймасть. Хальхи вăхăтри темле хăватлă техникăна та çын ĕçлеттерет. Çакăн валли вара çирĕп ăс-хакăл, пысăк теветкеллĕхпе пултарулăх кирлĕ. Вырăнта çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртес ĕçе эпир çамрăксене шанатпăр. Ăнкаруллă çамрăк механизаторсем пĕрин хыçăн тепри хуçалăхра ĕçлеме кăмăл тунине курса чун савăнать. Малашне вĕсене тăрăшса вăй хумалли условисене палăртма кирлине те ăнланатпăр.
– Пытараймăн, çанталăк шар кăтартнине пула кăçал кĕр тыррисене туса илнинчен тăкакне ытларах куртăмăр пулас. Çитес çулхи тыр-пул никĕсĕ çирĕп-и?
– Кĕрхи культурăсем, çуртрисемпе танлаштарсан, тухăçлăрах çитĕнеççĕ. Унсăр пуçне, вĕсене ытларах лаптăкра акса хăварни çур акири, вырмари /маларах пухса кĕртнĕрен/ ĕçсене хăвăртлатма пулăшать.
Кăçалхи тĕслĕх, чăнласах, хытă шухăшлаттарчĕ. Апла пулин те, ĕç ăнăçсăрлăхне кĕтсе ларни те вырăнсăр. Тепĕр тесен, кашни çул пĕр пек çанталăк та килмест. Тĕл пулнă йывăрлăхсем çинчен манса кĕр тыррисене кăçал та 200 гектар акса хăвартăмăр. Ĕçе агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра пурнăçланăран, çĕр шăнтиччен вăл çирĕп вăй илсе юласса шанса тăратпăр. Калаçнă май, пĕтĕмпе акнă лаптăкăн 60 гектарĕ – кĕрхи тулă, ку чухне элита репродукцири «Московская-39» сортлă вăрлăхпа усă курнă.
– Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хуçалăх экономикине тĕреклетессинче тĕп вырăн йышăнать. Фермăсенчи 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе эсир кăмăллă-и?
– Отчетлă тапхăрта 9757 центнер, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1047 центнер ытларах, сĕт туса илнĕ. Аш-какай туса илессин кăтартăвĕ те /127 процент/ ÿснĕ.
Дояркăсен ĕç-хĕлне уйрăммăн тишкерес пулсан, Маргарита Сергеева – чи малти. Вăл хăйне çирĕплетсе панă ушкăнри ĕнесенчен 9 уйăхра 2711 центнер, пĕр ĕне пуçне шутласан 6161 килограмм сĕт сунă. Александр Крысов, Алина Гаврилова тата ыттисем те унран тĕслĕх илеççĕ. Ольга Григорьева, Ирина Аввакумова пăру пăхакансем, Елена Сергеева ертсе пыракан сысна фермин коллективĕн ĕçченĕсем те пĕрлешÿллĕ хуçалăха аталантарассишĕн хăйсен тÿпине хываççĕ.
Кăтартусем ÿссе пынин тĕп вăрттăнлăхĕ те, паллах, ĕç факторĕнче. Çирĕп рациона пăхăнса выльăх-чĕрлĕхе пахалăхлă апатпа тăрантарнинчен те нумай килет. Кăçалхи хĕл тапхăрĕ валли хатĕрленĕ апат никĕсĕ те çирĕп: утă-сенажпа, силоспа кирлĕ таран саппасланнă. Çавна май сивĕ хĕл кунĕсенче те тивĕçлĕ шайри продукци туса илессе шанатпăр.
– Фермăра тăрăшакан кашни кун хĕрÿ ĕçре, уншăн уяв та, кану вăхăчĕ те çук. Уй-хирте вăй хунă ял çынни вара ĕçрен кăштах пушанчĕ пулĕ?
– Çанталăк сивĕтиччен вăрлăхлăх тырра алласа ака кондицине çитерессине вĕçлеме шутланă. Кайран шухăшĕ сахалрах пултăр, тетпĕр. Ку енĕпе ятарласа çирĕплетнĕ ушкăнри ĕçченсем хальхи вăхăтра та çуллахи пекех кашни кун иртен пуçласа каçченех ĕçре.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Юрий Мясников.