Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Газопровод тума ирĕк илнĕ

Газопровод тума ирĕк илнĕ

Раççей Строительство министерстви Атăл леш енне газопровод тума ирĕк панă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн çинчен юнкун пулса иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Çут çанталăк газĕ пулманни Чăваш Енĕн Атăл леш енчи поселокĕсене аталанма чăрмантарни хальччен те вăрттăнлăх пулман. Унта газ илсе çитермелли тăкаксене Газпром хăйĕн инвестици программине кĕртнине палăртнă Михаил Игнатьев. Çапла майпа газопровод строительствине çитес çул пурнăçлама тытăнмалла. 2021 çулта çак территорие Мари Эл Республики урлă сенкер топливо çитмелле.

Газопроводăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ – 52,5 çухрăм. Унăн çуррине яхăн пайĕ Мари Эл урлă килĕ, тепĕр сыпăкĕ – Чăваш Ен çĕрĕпе. Çапла майпа граждансен 2,5 пине яхăн кил-çуртне газ çитмелле, 5 котельнăй çак йÿнĕ топливопа усă курма тытăнмалла.

Регион Пуçлăхĕ çав территорири социаллă объектсене газификацилеме кирлĕ тăкаксене бюджета кĕртсе хăварас ыйтусене вăраха ямасăр татса памалли пирки асăрхаттарнă. Нумай çула тăсăлнă ыйтăва татса панăшăн Газпромăн директорĕсен канашĕпе правленийĕсен ертÿçисен – Виктор Зубковпа Алексей Миллер ячĕпе тав сăмахĕ каланă.

Михаил Игнатьев республикăн газшăн тÿлес енĕпе холдинг умĕнчи парăмĕ пысăк пулнине те пытарман. Çавăнпа темиçе районпа хула парăмĕсене татма бюджетран пысăк укçа – 300 миллион тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code