Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Астăвăм комплексне уçнă

Астăвăм комплексне уçнă

Куславкка районĕнче Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене халалланă астăвăм комплексне уçнă.

Унта РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Федераци канашĕн председателĕн çумĕ Николай Журавлев, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов тата ыттисем хутшăннă.

Уявра çулталăк календарьне июлĕн 1-мĕшне Тыл ĕçченĕсен кунĕ тесе кĕртес шухăша ырланă.

— Асăннă комплекс тĕрлĕ ăру çыннисене çыхăнтаракан палăк. Вăл тылра тăрăшнисен паттăрлăхне асра тытма пулăшĕ, — палăртнă ертỹçĕсем хỹтĕлев чиккисене тунă çĕрте тĕрлĕ наци çынни тăрăшса вăй хунине палăртнă май.

Астăвăм комплексне уçма пирĕн районтан кайнă делегаци те хутшăннă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Елчĕксем — Куславкка районĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code