Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Тăван ялта паян…

/Олимпий Алексеевич Сазонова/

Çулталăкра пĕрре кăна
Çакать вăл орденĕсене,
Вĕри куççулĕ тăкăнать
Аса илсессĕн иртнине.

Тăван ялта паян
Пĕртен-пĕр ветеран,
Пĕртен-пĕр ветеран,
Пуçна тайсам ăна курсан.

Умне çурта çутса лартать,
Курка тытать те аллине –
Ятран пурне те асăнать
Пуç хунă тантăшĕсене.

Тăван ялта паян…

Салтак юрри юрла-юрла
Вăрçа ăсанчĕç çамрăкла,
Çав вăрçăран çурри ытла
Килмерĕ каялла яла.

Тăван ялта паян…

Хисеплĕ, сумлă ветеран,
Унтан асли те çук ялта,
Тĕлĕкĕнче вара ялан
Вун саккăрти маттур салтак.

Тăван ялта паян…

Пуçна тайсам ăна курсан,
Саламласа чунтан-вартан.
Истори палăкĕ паян
Шап-шурă çÿçлĕ ветеран.

Тăван ялта паян
Пĕртен-пĕр ветеран,
Пĕртен-пĕр ветеран,
Пуçна тайсам ăна курсан.
Борис БОРЛЕН.

Хăрушшăн илтĕнет

Вăрçă ячĕ пит хăрушшăн илтĕнет,
Чунăма сăлтавсăр мар çÿçентерет.
Пур илемлĕхшĕн синкер илсе килет,
Савнăçпа хаваслăха йăлт сÿнтерет.

Нумай çул каяллахи кĕрлев сасси
Хупланмасть-çке, хăлхарах… Вĕçет пульли.
Вăкăрпа тертпе тăван суха касси…
Фронтпа тыл нуши паян та куç тулли.

Тек ан çунтăр вăрçă вучĕ çĕр çинче,
Тин пиçсе çитен ыраш пусси çинче.
Ан хуплантăр тăпрапа салтак чĕри,
Таптăр вăл ялан хăюллăн та вĕри.

Аттене

Тăван çĕршыва юратса
Кĕрешрĕн хаяр тăшманпа.
Амантăн, анчах ахлатса,
Юлмарăн пĕччен суранпа.

Сывалтăн, каллех эс малта,
Туссем юнашар, ав, санпа.
Анчах вăй пухать-ха калта,
Хура юн вĕрет ун шалта.

Каллех аману, ырату,
Анчах талпăнан малаллах.
Çĕрпе хупăрланчĕ ÿтÿ –
Вилме юрамасть: тухмаллах!

Кăларчĕç тăпра айĕнчен
Туссем. Пăрахмарĕç, тавах!
Курман пек пачах та унччен:
Тÿпе пит сенкер çут тĕнчен!

Ĕç шавĕ хупларĕ вăрçа.
Мир кайăкĕ, вĕç тÿпере!
Ĕçчен çын туптать, ав, хурçа.
Хĕрÿ ĕç, тăхтавсăр вĕре!

Атте, эс сĕнеттĕн чунтан
Çут пурнăç пилленĕ çĕре
Чунтан юратмашкăн ялан:
Пур ырлăх тухать-çке унтан.

Саваттăн эс ху та: утпа
Миçе хут тăван уй-хире,
Çулмашкăн ем-ешĕл утта
Çÿрерĕн лартса эс пире.

«Ĕçпе чăннипех пиçĕхсе
Кĕтсе ил илемлĕ ире», –
Янраççĕ ÿте чĕтретсе
Юнра çак хĕрÿ сăмахсем.

Сивлетĕп ылханлă вăрçа,
Хăварнăшăн вилĕм йĕрне.
Иртсен те çулсем, тулхăрса,
Ав, чарчĕ тапма чĕрене.

Аттем, эс вилмен пурпĕрех,
Ÿсен чечекпе çуркунне.
Туятăп: чĕрех эс, чĕрех!
Эй! Пурăнăç çулĕ, вĕрех!
Г.ЕНЕЙКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code