Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пулăшма ыйтатпăр

Пулăшма ыйтатпăр

2019 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче 18 сехет те 43 минутра Елчĕк районĕнчи полици пайне телефонпа çакăн евĕр хыпар килчĕ: «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автоçул çинче, «Татнефть» автозаправка станцийĕнчен инçех мар пĕр арçынна çапса хăварнă».

Çул-йĕр инспекторĕсем шăнкăрав хыççăн вырăна тÿрех пырса çитнĕ май «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автоçул /29 км+407м/ çинче 1964 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче çуралнă, Елчĕкре пурăннă Леонид Леонидович Докторовăн виллине, ĕнси тĕлĕнче суран пуррине асăрханă. Инçех мар – 10,7 метрта велосипед выртнă.

Халăха теприн нушине чĕре çывăхне хума, енчен те Л.Л.Докторова çапса хăварнă пулăма асăрханă е автотранспорта курнă пулсан çынсене çакăн пирки районти полици пайне пĕлтерме ыйтатпăр.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code