Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Укçа-тенкĕпе хавхалантараççĕ

Укçа-тенкĕпе хавхалантараççĕ

Профилактика ĕçне пурнăçланă май преступленисенчен сыхланас тĕллевпе Росгвардин республикăри управленийĕ Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле граждансенчен регистрацилемен хĕç-пăшал, çар припасĕсене, сирпĕтекен хатĕрсене йышăнать.

2019 çулта халăхран регистрацилемен хĕç-пăшал йышăнас тĕллевпе хăй тытăмлăх органĕсем вырăнти бюджетсенче пурĕ 450 пин тенкĕ ытла /Елчĕк районĕнче – 10 пин тенкĕ/ пăхса хăварнă. Хĕç-пăшала е сирпĕтекен хатĕрсене ШĔМĕн е Росгвардин вырăнти кирек хăш подразделенийĕнче те йышăнаççĕ. Енчен те хĕç-пăшал хуçисем хăйсем пыраймасан телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме те юрать.

Кăçал хальхи вăхăт тĕлне районти полици пайне 2 çын 1 пăшал тата пăшалăн пĕр пайне пырса панă, вĕсене пурĕ 4 пин тенкĕ парса хавхалантарнă.

Г.ШАДРИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code