1990 çулхи ноябрь уйăхĕнче Ленин орденлă «Победа» колхоз йĕркеленнĕренпе 60 çул тултарнине савăнăçлă лару-тăрура уявлани 10 яла пĕрлештерсе тăнă хуçалăхăн юлашки уявĕ пулчĕ.
Чи малтан, 1992 çулхи февраль уйăхĕнче Сăрьел ялĕ «Победăран» уйрăлса тухрĕ, тепĕр хут «Марс» хуçалăх йĕркелерĕ. Сăмах май, вăл 1960-мĕш çулччен те хăй тĕллĕн «Марс» колхоз шутланнă.
…1994 çулхи июнь уйăхĕн пĕр вырсарникунĕнчи ирхи наряд вăхăтĕнче Кавал ялĕнчен телефонпа шăнкăравларĕç – «Победа» колхозран уйрăлса тухасси, пуху ирттересси пирки пĕлтерчĕç.
Клуб тулли пуçтарăннă халăх та пĕр шухăшлă пулчĕ, вĕсем «Комбайн» хуçалăх йĕркелеме килĕшрĕç.
…Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Çак тапхăрта виçĕ яла /Кавал, Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел/ пĕрлештерсе тăракан «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕ çирĕп утăмсемпе малалла аталаннине ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ наградăсем те çирĕплетсе параççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăха вăл йĕркеленнĕ кунран тытăнсах талантлă организатор Гурий Иванович Федоров ертсе пырать. Пысăк тавра курăмлă ертÿçĕ хăй тавра çирĕп команда пуçтарнă. Çавăнпа вĕсен ĕçĕ те ăнса пырать. Уй-хиртен кашни çул пысăк тухăçлă тыр-пул пухса кĕртеççĕ. Ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене, ăратлă ĕне выльăх çитĕнтерсе сутассипе ятарласа ĕçлекен хуçалăха хальхи вăхăтра Чăваш Енре анчах мар, республика тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, вĕсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеççĕ.
Мана, 1960 çултанпа 10 яла пĕрлештерсе тăракан «Победа» колхозра комсомол, профсоюз, парти, совет органĕсене ертсе пынă çынна, кооперативăн производствăпа экономика кăтартăвĕсем кашни çул ÿссе пыни, кирек хăш участокра та çирĕп хуçа пулни савăнтарать. Аталану çулĕпе çирĕппĕн утăмлакан «Комбайн» хуçалăх ĕçченĕсене пĕрлехи ĕçре малашне те ăнăçусем пулччăр.
И.ТРОФИМОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Ленин орденĕн кавалерĕ, 1960 çулччен колхоз председателĕ, ун хыççăн 30 çул ытлă Кавал бригадине ăнăçлă ертсе пынă Илья Федорович Федоров «Победа» колхоза йĕркеленĕренпе 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв пухăвĕнче колхозăн Ленин орденлă Хĕрлĕ ялавне йăтса утма тивĕçлĕ пулни – пысăк чыс-сум