Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Механизатор – лауреат

Механизатор – лауреат

Пĕтĕм пурнăçне районти «Победа» колхозпа çыхăнтарнă, Исемпелте пурăннă Алексей Игнатьевич СУРКОВ /1.9.1930 – 25.1.2004/ Саратов облаçĕнчи Старая Порубежка ялĕнче çуралнă. Вăл Канашри ял хуçалăх механизацийĕн шкулне пĕтернĕ. Колхозник /1947-1965/, механизатор /1965-1979/, сысна ферминче выльăх апачĕ хатĕрлекен оператор /1979-1991/ пулса ĕçленĕ. Вырма тапхăрĕнче çулсерен комбайн штурвалĕ умне ларнă, республикăра пĕр хутчен мар çĕнтернĕ.

А.Сурков Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, медальсене, «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 1978 çулта СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн кĕнекине кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code