Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăй ĕçĕнче чăн ăста

Хăй ĕçĕнче чăн ăста

50 çул ытла ĕне усратпăр. Çак кунсенче вара нихăçан курманнипе тĕл пулма тÿр килчĕ. Çамрăк ĕне хăй тĕллĕн пăрулайман пирки ветеринари тухтăрĕсене чĕнме тиврĕ. Районти ветеринари станцийĕн терапевт тухтăрĕнче тăрăшакан Алина Быкова пулăшу ыйтма пырсан, кану кунне пăхмасăр, пĕр сăмахсăрах килчĕ. Вăл тата нумай çул ветеринари тухтăрĕнче тăрăшнă Сергей Лазарев, ĕне хăй пăрулайманнине ăнлансан, çамрăк тухтăр кесарево мелĕпе пăрăва касса илме тĕллев лартрĕ. Темиçе сехет операци тунă хыççăн пăрăва ăнăçлă туртса кăларчĕç. Çакăн пек ÿкерчĕке халĕччен курманран çамрăк тухтăрăн вăр-варлăхĕпе çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнтĕмĕр. Алина чăн-чăн выльăх тухтăрĕ пулмах çуралнă. Районта çакăн пек опытлă ветврач пулнишĕн, ĕне выльăх усракансене пысăк пулăшу кÿрекен пурришĕн хĕпĕртерĕмĕр.

Ĕне те, пăрушĕ те сывă. Эпир ылтăн алăллă Алина Быковăна, ăна пулăшса тăнă Сергей Лазарева чун-чĕререн тав тăватпăр, иртсе кайнă Ветеринари ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Хăй ĕçĕнче чăн ăста Алина Юрьевна, профессие пĕлсе, юратса суйласа илни куçкĕретех.

Роза КУШМАНОВА.
Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code