Среда, Ноябрь 20, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравления с Днем народного единства

Поздравления с Днем народного единства

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уяв пирĕн халăх пĕрлĕхне, вăл Тăван çĕршыва юратнине, унăн хăвачĕпе аталанăвĕшĕн пĕтĕмпех тума хатĕррине сăнарлать. Шăпах пĕрлĕх тата пĕр-пĕрне тĕревлени пире яланах вăрçăра та, тăрăшуллă ĕçре те çĕнтерÿ тума пулăшнă.

Хамăрăн çĕршывпа мăнаçлани, патриотизм, тĕрĕслĕх идеалĕсене, ырăпа тăнăçлăха тÿрĕ кăмăлпа хÿтĕлени пире паян та пĕтĕçтереççĕ. ЧĂваш çĕрĕ çинче тĕрлĕ наци, этнос ушкăнĕсен тата тĕн конфессийĕсен çыннисем килĕштерсе туслă пурăнаççĕ. Пирĕн патшалăх политикин тĕллевĕ – вĕсен авалхи пуян культурин, чĕлхине, хăйне евĕрлĕ йăли-йĕркине упраса хăварасси, малалла аталантарасси.

Обществăри тăнăçлăхпа çураçăва упрасси пирĕнтен кашнийĕнчен, пирĕн яваплă граждан позицийĕнчен, эпир пĕр-пĕрне хисепленинчен нумай килет. Пĕрлехи пархатарлă ĕçе пула пирĕн республика илемленсе пырать, унăн экономика хăвачĕ çирĕпленет, социаллă сфера аталанать, пурнăç пахалăхĕпе шайĕ пысăкланаççĕ. Çакă – Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн тава тивĕçлĕ ĕçĕ, тăнăçлăх, общество ырлăхĕн, пирĕн ачасен телейлĕ пуласлăхĕн никĕсĕ!

Пĕрлĕхĕмĕр пире малашне те наукăра, культурăра, экономикăра, спортра ăнăçу тума пулăшса пытăр, çĕнĕ çĕнтерÿсем патне ăнтăлма хавхалантартăр! Пурне те çирĕп сывлăх, ырă, телей, юратнă Чăваш Ен, пĕтĕм çĕршыв ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçре çитĕнÿсем сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                            Михаил ИГНАТЬЕВ

Сире чĕререн Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – нумай нациллĕ Раççей халăхĕн йăлисен чĕрĕлĕвĕ, обществăри тăнăçлăхпа килĕшÿ палли.

Эпир пурсăмăр та Раççее аслă, вăйлă, аталаннă, хисепе тата мухтава тивĕçлĕ патшалăх пек курма ĕмĕтленетпĕр. Эпир хамăр пĕрлĕхпе, патриотлă туйăмпа вăйлине ялан асра тытма тивĕçлĕ. Пĕтĕм вăй-халпа, тăрăшса тăван ене пур енлĕ аталаннă, таса та тирпейлĕ тăвассишĕн пĕрле кар тăрса ĕçлер.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, телей, ăнланулăх, килĕшÿпе тăнăç пурнăç сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                             И.ВАСИЛЬЕВА
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ     Н.МИЛЛИН

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code